23 марта 2012 г.
Черетлĕ информкун "Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ Раççей Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем. 2012 çулта Чăваш Республикинчи вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсамалли план. 2012 çулхи деклараци кампанийĕ" темăсемпе иртнĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Ухман тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Ял çыннисем хăнасен сăмахне тимлĕн итленĕ, хăйсене канăç паман ыйтусене панă. Уйрăмах вĕсене вырăнти "Пилеш" ача сачĕн тăррине юсассине, Чăрăшкассине çитиччен автобус маршручĕ тата ял çумĕнчи чукун çул переездне уçассине татса парасси вăраха кайни пăшăрхантарнă. Пĕр ыйту та тимсĕр юлман, вĕсене çырса хунă, вĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине пĕлтернĕ. Тĕл пулу хыççăн В.Александров депутат граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов тата "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри судпа эксперт лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов Карăклă тата Кăшнаруй, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова Энтрияль, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче тĕл пулусем ирттернĕ. Райадминистрацин тата тĕрлĕ службăн яваплă ĕçлевçисем ытти ял тăрăхĕсенче пулнă.
Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Канашăн социаллă пурнăç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.Краснов хутшăннă.
– Канаш районĕ социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарас енĕпе лайăх ĕçлесе пынине палăртма кăмăллă. Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев: "Ĕçлекенсене яланах пулăшатпăр", – тет. Çапла пулать те, – палăртнă Петр Степанович.
Суйлав тапхăрĕнче активлăхпа палăрнисем район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров районти пилĕк ял тăрăхĕн администрацийĕсене йĕркелÿ майĕсене ÿстерме компьютерсем панă. Владислав Васильевич вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсене ял çыннисен наказĕсене манăçа хăвармалла маррине аса илтернĕ, вĕсене пурнăçлас тесе района, республикăна ертсе пыракансемпе тачă çыхăнса ĕçлеме ыйтнă.
А.ТЯМИНА.