23 марта 2012 г.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен ассоциацийĕн (АККОР) 23-мĕш съезчĕ хĕрÿ иртнĕ. Унăн ĕçне 65 регионтан 364 делегат хутшăннă.
АККОР президенчĕ, Раççей Федераци Канашĕн членĕ Владимир Плотников пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх апат-çимĕç туса илекен хресчене хаклама тытăнни куç кĕрет. 2011 çулта фермерсем туса илнĕ тырă 21,9 процентран 22,1-е, хĕвел çаврăнăшĕ 26,4-ран 27,7-е, сахăр кăшманĕ 10,9-тан 12,9 çити ÿснĕ. Юлашки çирĕм çулта çĕршывра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пырать. Фермерсен кăтартăвĕ палăрмаллах лайăхланнă. Иртнĕ çул сăвакан ĕнесен йышĕ 17 процент ÿснĕ. Пухăннисем йывăрлăхсене те сÿтсе явнă. Вĕсем вара пайтах. Сăмахран, ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ йÿнни, чĕр тавара вырнаçтарма йывăрри, коопераци япăх аталанни тата ытти те. Çĕр ыйтăвне татса паманни те йĕркеллĕ аталанса вăй илме ура хурать. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ пĕрлешĕвне кĕни фермерсене канăç памасть. Вĕсен ĕç-хĕлĕ хупăнмĕ-ши;
РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков съездра пĕлтернĕ тăрăх, Правительство юлашки виçĕ çулта ял хуçалăх техникине çĕнетме 9 млрд тенкĕ уйăрĕ. Кăçал çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 3,5 млрд тенкĕ тата "Росагролизинг" пĕрлешĕвĕн устав капиталĕнчен 5 млрд тенкĕ уйăрмалла-мĕн. Çапла вара 2012 çулта программăна пурнăçа кĕртме 8,5 млрд тенкĕ тăкакламалла.
Малтанхи çул 4,5 пин ял хуçалăх техникине çĕнетмелле. Виктор Зубков çакна çывăх вăхăтрах пуçăнма сĕнет. Капла хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен техника илсе ĕлкĕрĕç. Программа аграрисене меллĕ условисем сĕнет: аванссăр, пĕрремĕш тÿлеве каярах хăварса, лизингпа çулталăкне 3 процентпа çеç 10 çулччен парать.
Çавăн пекех Виктор Зубков съездра фермерсене тата хушма хуçалăхсене паракан патшалăх пулăшăвĕ юлашки пилĕк çулта тăватă хут – 2,4 млрд тенкĕрен (2006 çулта) 10 млрд тенке (2011) çити – ÿснине каланă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх вăтам тата пĕчĕк агробизнессен ставкине субсидиленисĕр пуçне çемье фермине аталантарас программăна та 2020 çулччен тăсма йышăннă. Кăçал фермер ĕçне тытăнакансене пулăшма ятарлă программа хута каймалла. Хуçалăха йĕркелеме тата йăла ыйтăвĕсене татса пама грант шучĕпе укçа уйăрмалла. Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕ Дмитрий Патрушев АККОР съездне пухăннисене ырă хыпарпа савăнтарнă: 2012 çулта фермерсен тата пĕчĕк формăллă хуçалăхсен кредит портфелĕ 16,3 процент ÿснĕ, 84,9 млрд тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул çак категорири заемщиксен кредит портфелĕ 73 млрд тенкĕ пулнă, кредитласси 60 процент ÿссе 57,4 млрд тенке çитнĕ. Банк пуçлăхĕ февральтен çур аки ирттерме çулталăкне 10,75 процентпа кредит парасси çинчен хыпарланă. Кредит вăхăтне чакарнă май ставки те пĕчĕкленет. Инвестици проекчĕсене хута яма паракан кредитăн процент ставкине те 14-ран 13 таран чакарнă. Пĕлтĕр ака-суха ирттерме финанспа кредит учрежденийĕ хуçалăхсене 150 млрд тенкĕ уйăрса панă.
РФ ял хуçалăх министерстви ĕне выльăх фермисене юсаса çĕнетме паракан кредитсен вăхăтне 8-тан 15 çулччен тăсма сĕннĕ. Çакă ялти пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма паракан хушма мерăсенчен пĕри. Çавăн пекех 2013-2020 çулччен ял хуçалăхне аталантарма йышăннă патшалăх программинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшассипе уйрăм пай та пур. 2009 çулта çемье фермисене аталантарассипе ятарлă программа хута кайнă. Юлашки виçĕ çулта 470 çемье хăйĕн фермисене йĕркеленĕ. 2012 çултанпа çулсерен 150 çĕнĕ объект хута ямалла. "Фермер ĕçне тытăнакан" программăна пурнăçлама 2012 çулта 2 млрд тенкĕ тăкакламалла. Çакă 1,7 пин ферма тума май парĕ. Паллах, ăна валли регионсен хăйсен те укçа уйăрма тивĕ.