21 марта 2012 г.
Шăхасанти "Импульс" Физкультурăпа спорт комплексĕнче çăмăл атлетсен хупă залри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта районти 6 шкулăн спортсменĕсем хутшăннă. Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров уçнă.
Чакаç вăтам шкулĕн воспитанникĕсем пысăк çитĕнÿ тунă. Тĕрлĕ дистанцинче С.Яковлев, Д.Дмитриев, П.Абаськина, О.Петрова, В.Яковлев, Е.Трофимов, М.Архипова, Б.Андреев, В.Михайлов, С.Иванов, А.Орлова, А.Иванова, К.Павлова малти вырăнсене йышăннă. Энтрияль вăтам шкулĕн спортсменĕсем Л.Иванова, А.Семенов, А.Семенова, А.Кузьмина, А.Филиппова дистанцисене лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Л.Иванован (Шелттем шкулĕ), Н.Александрован, Д.Павловăн тата Е.Игнатьевăн (Шуркасси) кăтартăвĕсем те аван, вĕсем – призерсен йышĕнче.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе тата дипломсемпе наградăланă.
А.ТЯМИНА.