21 марта 2012 г.
Çак кунсенче республика шайĕнче "Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке" ятпа конкурс иртет. Асăннă конкурса хутшăнса Çĕнĕ Шелттем ял вулавăшĕ кĕнеке тусĕсем валли курав йĕркеленĕ. Кураври кĕнекесемпе вулакансем чылайăшĕпе паллашнă ĕнтĕ. Куравра Чăваш Республикинче 2010 çулта пичетленсе тухнă чăвашла тата вырăсла кĕнекесем хăйсен вырăнне тупнă. Çĕнĕ Шелттем ял вулавăшне 2010 çулта пичетленсе тухнă 35 кĕнеке килнĕ. Вĕсенчен 17-ĕшĕ – ача-пăча валли çырнă кĕнекесем.
Çав 17 кĕнекепе мĕн пур ачана паллаштарас тĕллевпе Шелттем шкулĕнчи 1-5-мĕш классенче вĕренекенсемпе "Кĕнекесем – пирĕн çывăх туссем" ятпа литературăллă асамат кĕперĕ иртрĕ. Кĕнекисем чăннипех те вулама питĕ интереслĕ, тавракурăмлă, илемлĕ.
Ял вулавăшĕн ертÿçи малтанах конкурс йĕркипе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Çакăн хыççăн вулавăша çÿрекен кĕнеке тусĕсем хăйсене килĕшнĕ кĕнекесемпе хавхаланса паллашрĕç. Оля Крючкова Юхма Мишши çырнă "Кашнине эп юрататăп" кĕнеке хăйне мĕншĕн килĕшни çинчен тата сăввисене питĕ килĕштерни çинчен юратса каласа пачĕ. Пĕр сăввине пăхмасăр вуларĕ тата кĕнеке çинчен ÿкернĕ ÿкерчĕкпе паллаштарчĕ. Дима Иванов тата Артем Филиппов Борис Борлен çырнă "Зоопаркра" кĕнекене питĕ килĕштернĕ. Юратнă сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен Ольга Семенова, Вика Табакова, Вероника Васильева "Урама чĕнет хĕвел" кĕнеке çинчен питĕ юратса каласа пачĕç. Сăввисене пĕрин хыççăн тепри хавхаланса вуларĕç. Ку кĕнекене Людмила Симонова чăннипех те ача-пăча валли ятарласа кăларнă.
Пиллĕкмĕш класра вĕренекен кĕнеке тусĕсем те конкурса тăратнă кĕнекесене кăмăлларĕç. Акă, Диана Ильина Николай Теветкелĕн "Пушă гильза" кĕнекине хумханса вуласа тухни çинчен каласа пачĕ. Кĕнекере автор 1941-1945 çулсенче пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ачасен нушаллă, тертлĕ пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă. Ачасем темле йывăр пулсан та, ĕмĕте çухатман, тÿснĕ, аслисемпе пĕрле тăрăшса ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Тĕп сăнар кĕнекере – Али. Ашшĕ хыпарсăр çухални çинчен хыпар килсен, вăл ĕненмест. Кашни кун ирхине тăватă сехетре станцие ашшĕ поездпа килессе кĕтме çÿрет. Вăл ашшĕне кĕтсе илетех. Алена Иванова, Татьяна Моисеева хăйсем килĕштернĕ Галина Балгалисăн "Сила Тава" тата Лидия Сарине çырнă "Наян мулкач" кĕнекепе паллаштарчĕç. Кĕнеке уявне пуçтарăннисене пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем Лидия Саринен "Наян мулкач" кĕнеки тăрăх "Симĕс çутă малалла" пьесине кăтартса пани уйрăмах кăмăла кайрĕ. Çамрăк артистсене хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Уявра Данил Сергеев, Николай Филиппов тата Василий Федотов хăйсем çырнă пĕчĕк сăввисемпе паллаштарчĕç. Уяв малалла пынă май кĕнеке тусĕсем "Тимлĕх" викторинăра тата "Литературăллă лото" вăйăра тупăшрĕç. Чи тимлисем, хастаррисем парнесене тивĕçрĕç. Вĕçĕнче вулавăш ертÿçи ачасене кĕнекене юратма, унпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. Чи пахи вара çакă пулчĕ – уявра паллаштарнă кĕнекесем пĕри те сĕтел çинче выртса юлмарĕç. Кĕнеке тусĕсем вĕсене васкасах килĕсене вуласа паллашма илсе кайрĕç. Апла кĕнеке пурне те килĕшрĕ.
Т.ИВАНОВА.