21 марта 2012 г.
Эрне каялла республикăри 17 районпа хулари шкулсенче биологи вĕрентекенсем 72-ĕн Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн акт залне пухăнчĕç.
Чăваш Республикин гимнĕ мăнаçлăн янăраса кайсан пурте ура çине тăчĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова паянхи мероприятие педагогика ĕçĕн ăстисене, хăйĕн профессине хисеплеме, хаклама тата юратма пĕлекенсене халаллани çинчен каларĕ.
– 2012 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче районти вĕренÿ аталанăвĕн историне çĕнĕ страница çырăнать. Паян кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин çĕрĕ çинче республикăн "Биологи учителĕн профессиллĕ пултарулăхĕ" методикăн иккĕмĕш фестивалĕ иртет. Ку – пирĕншĕн питĕ пысăк чыс, – терĕ Надежда Егоровна.
Малалла вăл сăмах район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова пачĕ. Владислав Васильевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парассинче пысăк çитĕнÿсем тунă шкулсене асăнса тухрĕ.
– Канаш енре çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерни пирĕншĕн чаплă уяв евĕрех. Хăвăрăн мастер-класăрсемпе, уçă урокăрсемпе, класс тулашĕнчи мероприятисемпе шкулсенче биологи предметне тата та лайăхрах вĕрентме çĕнĕ вăй парасса, вĕренÿ пахалăхне ÿстерме пулăшасса шансах тăратăп. Ăнăçу сире! – вĕçлерĕ сăмахне В.Софронов.
Специалистсен хушма професси вĕренĕвĕн (квалификацие ÿстерекен) "Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ" бюджет вĕренÿ учрежденийĕн ректорĕ Г.Чернова ячĕпе институтăн çут çанталăка тĕпчесе вĕренекен наука кафедрин заведующийĕ Н.Борисова учительсене фестивальте тĕл пулнă ятпа ăшшăн саламларĕ, пултарулăх тупăшăвĕнче çитĕнÿ сунчĕ. "Чăваш Республикинчи учительсен ассоциацийĕ" обществăлла организацин биологи секцийĕн ертÿçи З.Максимова кĕскен биологи фестивалĕн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Зинаида Валерьевна пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул вăл Патăрьел районĕнче иртнĕ. Унта 50 вĕрентекен хутшăннă. Кăçалхи фестивале, вăл черечĕпе иккĕмĕш, пĕлтĕрхинчен 22 çын ытларах килме кăмăл тунă. Йĕркелÿ комитетĕнче пиллĕкĕн, жюрире 24-ăн, эксперт ушкăнĕсем ĕçе пуçăнма хатĕр. Районти биологи учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ В.Тимофеев мероприяти программипе паллаштарчĕ. Фестивале хутшăнакансем ушкăнсем çине пайланса Ачча, Уçырма, Сиккасси, Шăхасан, Янкăлч, Вăтакас Кипеч, Энтрияль вăтам шкулĕсенче биологи урокĕсем, мастер-классем тата класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерме тухса кайрĕç.
Хама пурнăç çулĕ çине кăларнă шкула асра тытса, унта пулнăранпа чылай вăхăт иртнине кура Ачча салине каякан, вĕренÿ управленийĕн психологĕ И.Михайлова ертсе пыракан ушкăн çумне çыпçăнтăм. Ушкăнта саккăррăн: А.Андреева, И.Тореева тата О.Григорьева Шупашкартан, Г.Ефремова Красноармейски, Г.Васильевăпа Л.Ильина Çĕрпÿ, Г.Зотикова Йĕпреç районĕсенчен, О.Иванова хамăр районти Катекрен, Ачча шкулĕнче те темиçе сехет панă ăна, К.Николаева Вăрмар поселокĕнчен. Часах сарă тĕслĕ шкул автобусĕ çула тухрĕ. Шкул директорĕ Я.Трофимов, унăн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Е.Ефремова, педагогсен коллективĕ, вĕренекенсем хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Шкул столовăйĕнче ирхи апат çисе вăй илсен Яков Трофимович шкул историйĕпе, кунтан вĕренсе тухнă паллă çынсемпе, вĕренÿ кабинечĕсемпе, коридор стенисене илемлетекен стендсемпе паллаштарчĕ. Хăнасене уйрăмах Совет Союзĕн Геройĕ, инженери çарĕсен генерал-майорĕ А.П.Петров, шкул шăпах ун ячĕпе хисепленсе тăрать, çак шкулта вĕреннĕ, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ, Тăван çĕршывăн кăнтăр чиккисене сыхланă чухне пуçне хунă Р.Н.Желудкин подполковник çинчен каласа пани интереслĕ пулчĕ.
Пултарулăх тупăшăвĕ пуçланчĕ. Биологи тата хими вĕрентекен О.Иванова "Ку чухнехи педагогика технологийĕсемпе усă курса вĕренекенсенче тĕпчев компетенцине çирĕплетесси" темăпа мастер-класс ирттерчĕ, итлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, хăй те самаях кăткăс ыйтусем пачĕ. Йывăр пулин те отвечĕсем пулчĕçех. Красноармейски районĕнчи Именкасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Г.Ефремова 7-мĕш класра "Чăх-чĕп ĕрчетесси", Шупашкарти апат-çимĕçпе коммерци техникумĕн преподавателĕ О.Григорьева 10-мĕш класра "Хăнăху – улшăну аталанăвĕн витĕмĕн кăтартăвĕ" темăсемпе ирттернĕ уçă уроксем ачасемшĕн те, урок итлекенсемшĕн те интереслĕ те усăллă пулчĕç. Нумай çĕннине пĕлчĕç вĕсем. Ансат та ăнланмалла чĕлхе, пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем, музыка тăхтавĕ, тестсем, тĕплĕн шухăшлама хистекен ыйтусем вĕренекенсен кăмăлĕсене çĕклерĕç, нумайрах пĕлес туртăма вăйлатрĕç. "Галина Павловна, Оксана Ивановна, тавтапуç интереслĕ урокшăн", – терĕç хĕпĕртесе ÿкнĕ ачасем. Тав сăмахне чăннипех тивĕç çак педагогсем, ахальтен мар-и-ха хăйсем мĕн пĕлнине ĕçĕпе ĕнентерчĕç.
Программăпа килĕшÿллĕн фестивале Шăхасан шкулĕн акт залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кунта çÿлерех асăннă шкулсене кайнă ушкăнсене район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова учительсене халалланă юрăпа кĕтсе илчĕ. Ун хыççăн сцена çине районти шкулсен çамрăк артисчĕсем тухрĕç. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ "Ровесник" агитбригада "Сывă çыннăн пурте йĕркеллĕ" музыкăпа литература композицийĕ кăтартрĕ. Эрех, алкоголь, наркотик сиенĕ çинчен вирлĕ сăмахсемпе калани, юрлани чылайăшне тимсĕр хăвармарĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ "Чăваш Республикинчи учительсен ассоциацийĕ" обществăлла организаци ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă пулнине Тав хучĕ парса çирĕплетрĕ. Шуркасси шкулĕн хĕрĕсем вырăс халăхĕн "Калинка" ташшине хальхи манерпа ташласа тĕлĕнтерчĕç. Пĕчĕк ачасен сцена çинчи пултарулăхĕ кирек камăн чĕрине те савăнăç хĕлхемĕпе çупăрлать. Катек шкулĕнче пуçламăш классенче ăс пухакансем "Çăл умĕнче" шÿтлĕ ташăпа тухсан та çаплах пулчĕ. Хыттăн алă çупса тав турĕç пĕчĕкскерсене. Çамрăк шăхасансем "Вăрман" экологи юмахне выляса пачĕç, шкулăн пĕрлештернĕ хорĕ темиçе юрă шăрантарчĕ. Вăрăмпуç, Шăхасан, Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕсен воспитанникĕсем А.Антонова, Д.Шерки, А.Дмитриева юрлас пултарулăхне кăтартрĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев республикăри вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсене çакăн пек уяв, пĕрле вĕреннисемпе тĕл пулма май туса панăшăн тав турĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕ. Юрий Серафимович фестивале районта ирттерес ĕçе хастар хутшăннисене Тав хучĕсем парса чыс турĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, эксперт комиссийĕн председателĕ Р.Репина биологи вĕрентекенсен ăсталăхĕ ÿссе пынине палăртрĕ.
Чунра ăшă йĕр хăваракан вăхăт та çитсе тăчĕ. Жюри, эксперт комиссийĕ конкурсăн 13 номинацийĕн çĕнтерÿçисене тата призерĕсене дипломсем, йĕркелÿ комитетĕнче активлă ĕçленисене, районти вĕренÿ управленийĕн ĕçченĕсене, фестивале ирттерме йышăннă шкулсен директорĕсене, уйрăм педагогсене чун-чĕререн тав тунине пĕлтерекен хутсем пачĕç.
Фестиваль биологи вĕрентессинче ăслăлăхпа методика шайне ÿстерес, творчествăлла ĕçлекен учительсене палăртас, педагогикăн малта пыракан опытне тата ку чухнехи педагогика технологийĕсене сарас, тĕрлĕ типлă вĕренÿ заведенийĕсен çыхăнăвне анлăлатас, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас, ачасен пĕлесшĕн çуннине активлатас тĕллевпе иртрĕ.
В.АЧЧА.