21 марта 2012 г.
Черетлĕ лару иртрĕ
Чи малтанах Пухăвăн кăçалхи ĕç планне çирĕплетрĕç. Районăн 2011 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланине район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче халăхпа итлеме йышăнчĕç. 17 сехетре пуçланать. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ А.Егоров темиçе ыйтупа тухса калаçрĕ. Муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планне (программине), районăн муниципаллă пурлăхĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене тишкерсе тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç.
"Канаш районĕнче 2009-2012 çулсенче право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарасси" тĕллевлĕ программăна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Мурзин каласа пачĕ. Унăн доклачĕ тăрăх депутатсем йышăну кăларчĕç. Ăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăма саккунлăха, йĕркелĕхе, вырăнти хăй тытăмлăх епле аталанса пынине тата депутат этикине пăхса тăракан яланхи комиссие хушрĕç.
Комисси ĕçе пуçăннă
Вăрăмпуç ял тăрăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе эффективлă ĕçлессине сăнаса тăракан комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов, "Россельхозцентрăн" Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн тĕп агрономĕ Г.Семенова, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ А.Романов, Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Маслова, фермерсем хутшăннă.
Ял тăрăхĕнче сухалакан çĕрсем 1165 гектар шутланаççĕ, 817 гектарĕ – пая кĕнисен. Кооператив 835 гектар акса-лартса ÿстерет. Харпăр хушма хуçалăхсен лаптăкĕсем 24 гектар йышăнаççĕ. 120 гектара яхăн çĕр пушă выртать, вĕсенчен пысăк пайĕ ял хуçалăх культурисем туса илме меллĕ мар. Ларура çырма-çатраллă вырăнсенче кĕтÿ çÿретмелле тесе йышăннă.
Комисси Вăрăмпуçĕнчи сĕт-çу фермине те кĕрсе тухнă. Кунта мăйракаллă шултра выльăхсем 120 пуç, вĕсенчен 72-ĕшне сăваççĕ. Пăрулама хатĕрленекен ĕне чылай. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан сăвăм самаях хăпармалла.
Комисси Вăтапуç ял тăрăхĕнче те лару ирттернĕ.
"Ташлакан шкул" турнирĕ
Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа республикăри шкулсенче "Ташлакан шкул" пурнăçа кĕме пуçларĕ. Вăл 2014 çулхи çĕртме уйăхĕччен пырĕ. Проектăн тĕллевĕ – массăллă ташă никĕсĕсене вĕрентсе ачасенче хăвна ху тытмалли культурăна аталантарма пулăшасси. Нумаях пулмасть Янкăлчри Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулта проекта хутшăнакансене суйласа илмелли тур ирттернĕ. Сиккасси, Катек, Шуркасси, Ăвăспÿрт Кипеч, Ямаш шкулĕсенчен сакăр команда пултарулăх вăйне тĕрĕсленĕ.
Проектăн районти тапхăрăн пĕтĕмлетĕвĕ çакăн пек: пуçламăш ушкăнра Катекри "Забава" ташă ушкăнĕ (ертÿçи А.Васильева) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Сиккассинчи ташă ушкăнĕ (ертÿçисем Л.Антоновăпа Р.Чебукова). Вăтам ушкăнта малти виçĕ вырăна Янкăлчри "Жемчужина" (ертÿçисем Н.Феофановăпа А.Силодорова), Шуркассинчи "Смельчаки" (Л.Иванова), Ямашри "Ладушки" (О.Семенова) тата "Чăваш пикисем" (О.Васильева) ушкăнсем йышăннă. Аслă ушкăнра Янкăлчри "Кадеты" (ертÿçисем Н.Феофановăпа А.Силодорова) тата Шуркассинчи "Старк" ташă ушкăнĕсем мала тухнă.
Район пурнăçне
çутатса пама
Эрне кун района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн журналисчĕсем килнĕ. Л.Филиппова тĕп редактор, Т.Иванская корреспондент тата А.Абрамов фотокорреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа тĕл пулнă. Лидия Ивановна Владислав Васильевича районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен каласа пама ыйтнă. Унăн сотрудникĕсем администрацин специалисчĕсемпе тĕл пулса калаçнă.
Çав кунах "Республика" журналисчĕсем Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне çитсе курнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.