АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур акине хатĕрленессине вăйлатмалла

21 марта 2012 г.

Кашни тунти кунах район администрацийĕнче структура подразделенийĕсене тата районăн федераллă службисене ертсе пыракансемпе кĕске канашлу ирттереççĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертÿçĕсене ял тăрăхĕсен планеркисенче, граждансен пухăвĕсенче, тĕл пулусенче çынсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалли, юртан тасатассине тата çурт тăррисенчи тумла пăрĕсене катассине тĕрĕслесех тăмалли çинчен тăтăш аса илтерме, çакăн çинчен ял çыннисемпе коммунальщиксемпе час-часах сăмах хускатма ыйтрĕ.

Тата тепĕр актуаллă тема вăл – уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси. Агропромышленность предприятийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров районти "Исток", "Агат", "Родник", "Победит", "Цивиль" тата "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен ертÿçисемпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине кайса килни çинчен пĕлтерчĕ. Унта вĕсем Росагролизинг урлă ял хуçалăх техники туянмашкăн килĕшÿ хатĕрлеме кирлĕ документсем тăратнă. Асăннă хуçалăхсем 4 комбайн тата 2 трактор илме заявкăсем панă.

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче "Мотор" ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта хуçалăхăн 2011 çулхи производствăпа финанс лару-тăрăвĕ мĕнле пулнине тишкернĕ. ЯХПК председателĕ Д.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, предприяти 700 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. 1килограмм тĕш тырăн хăй хаклăхĕ 7 тенке ларнă. Предприяти уставĕпе килĕшÿллĕн кооператив председателĕн полномочийĕ пĕтнĕ. "Моторăн" çĕнĕ ертÿçине суйланă, вăл – Патăрьел районĕн çынни Р.Санзяпов.

Канашри налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Ильина Асхва, Шăхасан, Кăшнаруй, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсем уйрăм çынсенчен налук пухас енĕпе пысăк парăмра пулнине палăртнă. Районăн социаллă хÿтлĕх пайĕ районта Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен йышĕ 266 çынна çитнине пĕлтернĕ. Ĕçсĕррисен шутĕнче 164-ăн, хĕрарăмсем – 77-ĕн, вăтăр çулсенчи çамрăксем – 37-ĕн. Иртнĕ эрнере пушарсем пулман.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл вăрлăхсене тасатса тирпейлес, ял хуçалăх техникине юсас, удобрени тата çунтармалли сĕрмелли шĕвексем туянас тата ытти ĕçсене хăвăртлатма чĕнсе каларĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика