16 марта 2012 г.
Урамра сивĕ çанталăк пите чĕпĕтет, кăнтăрла тĕлнелле тухакан хĕвелĕ вара ăшă кунсем çитесси нумаях юлманнине систерсе кăмăла çĕклет. Шăпах çак вăхăталла пахчаçăсем калча лартса çитĕнтерме пуçлаççĕ. Çакна шута илсе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем вăрлăхсене тĕрĕслессине вăйлатаççĕ. Ытти çулсенчи тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем те çапла тума хистеççĕ-тĕр.
Сăмахран, 2011 çулта управлени специалисчĕсем тĕрĕсленĕ 500 партирен 97 тонна тырă вăрлăхĕ маркировкăпа килĕшсе тăман. 82 тонна вăрлăхăн пахалăхĕ документсенче çырса кăтартнипе пĕр килмен. 13 тонна нумай çул ÿсекен курăксем тата пахча çимĕç культурисем тĕлĕшпе ятарлă сертификат пулман. Çÿлерех асăннă реестра кĕртмен пахча çимĕç культурин вăрлăхне нумай тупса палăртнă - 82 парти.
Ял хуçалăх культурисен вăрлăхне сутассипе ĕçлекен 73 организацие тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 45 тĕслĕх çиеле тухнă: акнă чухне – 30, сутнă чухне – 5, упранă чухне – 8, документаци ĕçне йĕркелессинче правилăсене пăхăнманни - 2. Должноçри 8 çынна 5 пин тенкĕлĕх штрафланă, улттăшне - асăрхаттарнă.
Пахалăха палăртас тĕллевпе лабораторире 1,45 пин тонна ял хуçалăх культурисен вăрлăхне тĕпченĕ. Шел, кăтартусем 0,36 пин тонна (12 парти) вăрлăх документсенче сорт тата пахалăх пирки çырса кăтартни тÿрре тухманнине çирĕплетнĕ.
Пĕтĕмпе вăрлăх контролĕ тĕлĕшĕпе 209 мероприяти ирттерсе 159 йĕркесĕрлĕх тупса палăртнă: акнă чухне – 58, сутнă чухне – 90, упранă чухне – 8, документсенче – 3 тата ытти.
2012 çул пуçламăшĕнчех иккĕленÿллĕ вăрлăхсем тупса палăртнă. Сăмахран, "Мир семян" тата "Природа" лавккасенче Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен – эппин, вĕсем усă курма юрăхлă мар – "Витаминка", "Мо", "Красное без сердцевины", "Флакке" кишĕр сорчĕсене, "Чупачупс" редис сортне сутнă.
"ВАШ САД" обществăра асăннă реестра кĕртмен "Рахат-Лукум", "Сахарный малыш", "Ультраранний" – арпус, "Длинный фиолетовый", "Улыбка негра" - баклажан, "Русский размер", "Менза", "Сахарный хруст" - купăста, "Мармеладница", "Медовый поцелуй", "Нандрин", "Нантская улучшенная" - кишĕр, "Китайский фермерский", "Китайский холодоустойчивый" - хăяр, "Алый мустанг", "Балконный дуэт", "Вишневый коктейль", "Засолочный деликатес", "Король гигантов", "Король Лондон", "Король Сибири", "Красная шапочка", "Медово-сахарный", "Покоритель сердец", "Садовая жемчужина", "Сахарный бизон", "Свит черри смесь", "Холодок", "Чудо рынка", "Яблоки на снегу" томат сорчĕсене халăха сĕннĕ.
Карантин фитосанитари йĕркине çирĕплетнĕ регионсенчен – Краснодар, Ставрополь крайĕсенчен тата Воронеж облаçĕнчен – вăрлăха ятарлă сертификатсăр илсе килни те - çиеле тухнă.
"Центральный" сутÿ-илÿ комплексĕнче вара пахча çимĕç культурисен вăрлăхĕнче сиенлĕ шутланакан çум курăк вăррине тупса палăртнă. Беларуç хĕрарăмĕ илсе килнĕ партие тĕп тунă. Çапах урăх партипе вĕлтĕрен пурçăнĕ (повилика европейская) пирĕн пата килмессе никам та çирĕплетеймĕ.
Пахчара мĕнле уйăрса илмелле-ха ăна; Ку паразитăн тымарĕ те, çулçи те çук. Унăн тунисем пĕр-пĕр культура тăрăх явăнса ÿсеççĕ. Чечекĕ шурă е шупка хĕрлĕ тĕслĕ. Паянхи кун 215 тĕсне тупса палăртнă. Вăл вăрринчен сарăлать, хăш-пĕр чухне уйрăм пайсенчен те вăй илсе кайма пултарать.
Повилика 20 пин таран вăрă тăкать, хăш-пĕр тĕсĕ вара – 100 пин. Нÿрĕк çитмесен те типмест, çĕр çинче 10 е ытларах çул та выртать.
Çак çум курăкĕ тĕш тырра та, пахча çимĕçе те шар кăтартать. Унра наркăмăшлă япала сапонин виçи пысăк, çавăнпа та повиликăпа хутăшлă утă выльăхшăн сиенлĕ. Уйрăмах япăх типĕтни вар-хырăма чире ярать.
Патшалăхăн аслă инспекторĕ Светлана Ярусова карантин объекчĕсем пирĕн патра сарăласран хÿтĕленес тĕллевпе вăрлăх сутассипе ĕçлекен усламçăсене çак самантсене шута илме сĕнет. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕ кашни çул улшăнса çĕнелет. Реестртан кăларнă сортсене 2 çул хушшинче репродукци вăрлăхĕ пек усă курма юрать.
Раççей Федерацине кÿрсе килнĕ вăрлăх партийĕсене ятарлă тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Вĕсен сорт пахалăхне тата акма юрăхлине çирĕплетекен документсем пулмалла. Кунсăр пуçне свидетельство та кирлĕ.
Çак йĕркесене пăхăнманшăн Раççей Федерацийĕн Администраци йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 10.12 статйипе айăплама май пулĕ.
Н. Васильева.