16 марта 2012 г.
Тинех, тинех, тинех... Тинех Канаша "Хусан чăвашĕсем" ушкăн килет. Аслăраххисем тĕлĕнсе: "Камсем вара вĕсем;" – тесе ыйтма пултараççĕ, кĕçĕннисем пурте тенĕ пекех çак хăйне евĕрлĕ ушкăна питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем Канашра пĕрре те пулман пулсан та.
"Хусан чăвашĕсем" ушкăн 2001 çулта йĕркеленнĕ. Хусанти культура институчĕн студенчĕ Тутарстанри Нăрлат районĕнче çуралнă Алексей Наумов Шупашкарти юрăçсен конкурсĕнче лауреат пулса тăнă хыççăн хăйĕнпе пĕр шухăшлă юлташĕсемпе темиçе юрă кĕвĕлесе пĕрремĕш альбом кăларнă. Тутарстанти пур чăваш ялне те çитнĕ вĕсем, ытти чăваш юрăçисенчен чылай уйрăлса куракан-итлекенĕн чĕрине парăнтарнă. 2004 çулта ушкăн Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче пĕрремĕш концерт лартать. Паллă пулăмсенчен тата çакна асăнмалла: 2008 çулта тухнă "Ан васка" альбом нумай чăваш чунне тыткăнларĕ. Çав альбомри "Чечек кĕперĕ", "Хурлăхан", "Кукаçипе куками" юрăсене ватти те, вĕтти те лайăх пĕлет. 2010 çулта "Хусан чăвашĕсем" Пушкăрт Республикинчи чăвашсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, пысăк керменсенче халăх лăк тулли пухнă.
Шăпах Пушкăрт Республикине каяс умĕн (кăçал унта ултă хулара концертсем пулаççĕ) "Хусан чăвашĕсем" Канаша çитес терĕç. Канаш халăхĕ чĕрĕ саслă, чĕрĕ кĕвĕллĕ тĕлĕнмелле концерт курĕ. Илемлĕ саслă вокалистсемсĕр пуçне тĕрлĕ инструментпа чаплă выляв та пулĕ. Вулакана ушкăнри артистсемпе те паллаштарас килет, вĕсем Тутарстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă. Ушкăн ертÿçи - Нăрлат чăвашĕ Алексей Наумов (гитара, вокал), Хусанта çуралса ÿснĕ Марсо (гитара), Сергей Флекс (клавишсем, Хусан), илĕртÿллĕ Лейсан (скрипка), вокалистсем – чиперккесем Теччĕ хĕрĕ Лена Корсакова, Вера Кожеманова (Аксу) тата Джулия Максюткина (Аксу), концерта ертсе пыракан Александр Михайлов (Çĕпрел районĕ).
Тата çакна каласа хăвармалла, "Хусан чăвашĕсем" йĕркелесе янă "Asамат" продюсер центрĕ чăваш çамрăкĕсем хушшинче талантлă юрăçсем шырать. Тутарстанра тата Чĕмпĕр облаçĕнче пулас çăлтăрсем тупăнчĕç те, халĕ вĕсем "Хусан чăвашĕсем" шучĕпе юрăсем çыртараççĕ, часах видеоклипсем тухĕç. Тен, Канаш районĕнче те пултаруллă, талантлă "Хусан чăвашĕсемпе" пĕрле ĕçлесе "чăваш эстрада çăлтăрĕ" пулас текенсем пур; Талантсемпе паллашма артистсем питĕ хавас, акан 5-мĕшĕнче Канашри культура керменĕнче 18 сехет те 30 минутра артистсемпе тĕл пулма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 89053430299.
Канашсене тата пĕр вăрттăнлăх каласшăн: часах Интернетра чăвашсен пĕрремĕш анимаци клипĕ тухĕ. Ăнлантăр пулĕ: ăна та "Хусан чăвашĕсем" хатĕрлеççĕ, "Чăн юрату" юрă пирки пулĕ вăл. Чăвашсен паллă юрăçи Валентина Кузнецова калашле, "Хусан чăвашĕсенчен" пирĕн нумай вĕренмелле.
А. ДЕНИСОВ.