16 марта 2012 г.
Сире савсах юрлатăр шăпчăк,
Хĕвел лăпкатăр шевлипе.
Телейлĕ пултăр пурнăç çулĕ,
Ан туйăр вăхăт иртнине.
Ах, вăхăт, вăхăт, ăçта васкатăн; Мĕншĕн самантлăха та пулин чарăнса тăмастăн; Чупатăн, вирхĕнетĕн... Сисĕнмерĕ те – 55 çул çитрĕ. Çак тапхăра Галина Александровна хастаррăн, васкамасăр тенĕ пекех çитсе тăчĕ. Варри-и ку пурнăçăн, тен, пĕрремĕш пайĕ, ăна никам та пĕлес çук.
Нумаях пулмасть Галина Александровна Ермолаева хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Пурнăç çулĕ ачалăх сукмакĕнчен пуçланать. Çулсем иртсе пыраççĕ пулсан та ача чухнехи сывлăм çийĕн çара уран чупни, атте-анне ачашлани, янкăр тÿпене пăхса ĕмĕтленни аса килет.
Шăхаль шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр Куйбышев хулине пĕлÿ пухма çул тытнă. Алла диплом илсен çамрăк специалист Шупашкарти машинăсем тăвакан завода ĕçлеме вырнаçнă. Пĕве кĕнĕ хĕр савнă тусĕпе Александр Васильевичпа ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа туса çемье чăмăртанă. Вĕсен çемйинче виçĕ хĕр çитĕннĕ: Вера, Таня тата Наташа. Кукамай ятне илтме те тивĕçлĕ пулчĕ Галина Александровна.
"Ĕçчен алăра ĕç вылять", – тенĕ ваттисем. Чăн та, çав тери вашават хĕрарăм Г.Ермолаева. Кил-карти тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ, ачисене те пулăшса пыраççĕ. Этем кун-çулĕ... Çул хыççăн çул пĕр сисĕнмесĕр тенĕ пек иртет. Каялла çаврăнса пăхма та вăхăт çук – ялан аталанура. Çапла Галина Александровнăн пурнăçĕ те.
Г.Ермолаева шлифовщицăран зоотехника ĕçлеме куçнă. Унтан комплекс директорне çитнĕ, каярах культура çуртне ертсе пынă. 2001 çултан Ăнтавăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. Çав тапхăрта вăл Ăнтавăш ял халăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Кашни килех çут çанталăк газĕ тата шыв кĕртнĕ чухне уйрăмах нумай тăрăшма тивнĕ унăн. Çакăн пек пархатарлă та сумлă ĕçсемшĕн Галина Александровнăна халĕ те ырăпа кăна аса илет ял халăхĕ. Хальхи вăхăтра вăл Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшать. Ĕç вырăнĕнче те, килте те, çын çинче те ялан сăпайлă курма хăнăхнă эпир ăна. Çак сăпайлăхпа ăш пиллĕх нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ сирĕн кăмăл-туйăмра.
Чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе тата илемлĕ юрăсемпе саламлама çитрĕç юбиляр патне Вăтакас Кипеч тăрăхĕнчи "Çăлкуç" ушкăнри хĕрсем. Тăванĕсем, тус-юлташĕ, кÿршисем, ĕçтешĕсем – пурин валли те вырăн тупăнчĕ тулли кĕрекере. Юбиляр ячĕпе ырă та ăшă сăмах нумай пулчĕ çав кун.
С.ДИМИТРИЕВА,
библиотека заведующийĕ.