16 марта 2012 г.
Ачча тăрăхĕнче пурăнакан Нина Ивановна Яковлевăна ялĕпех 80 çул тултарнă ятпа саламларĕç. Ачаран вăл нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. 1952 çулта Мускава тухса кайнă, ĕçе вырнаçнă, пĕлĕвне каçхи шкулта ÿстернĕ. Радиотехника вĕренсе тухнă. 15 çул командировкăсене çÿренĕ. Вăл Кубăра, Монголире, Алжирта, Болгарире, Венгрире, ГДРта, Польшăра, Чехословакире пулнă. Пирĕн çĕршывра çитмен хула хăварман та пулĕ. Каярахпа Мускаври энергетика институтне ĕçлеме куçнă. 1989 çулта 83 çулти амăшĕ йывăр чирлесе ÿксен хваттерне сутса Шупашкарта урăххи туяннă. Часах ăна та сутнă. Тăван ялта ашшĕ çурчĕпе юнашар пысăк çурт лартнă.
Пĕррехинче Нина Ивановна амăшĕпе ларнă чухне радиопа çĕршывра чиркÿсене юсаса çĕнĕрен хута яма пуçлани çинчен калакан передачăна итлесе ларнă. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ вăл аппăшĕ, Антонина, ялти чиркĕве çĕнетме май пурри çинчен , анчах та çак ĕçе пуçарса яракан çукки пирки сăмах хускатнине аса илнĕ. "Мĕншĕн-ха такам ĕнси çине тиесе хумалла", – шухăш çуралнă ун пуçĕнче. Н.Яковлева Çĕнĕ Ачча, Катек, Кушăк, Хирпуç, Уравăш, Рунгă ялĕсенче пулса халăх шухăшне пĕлнĕ. Пурте чиркĕве юсаса хута ярас шухăша ырласа йышăннă. Часах Нина Ивановна тĕрлĕ инстанци тăрăх çÿреме пуçланă. Турă храмне реставраци тума вăл 40 пин тенкĕ ытла парса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă.
Ырă пуçарура Нина Ивановнăна СССР Аслă Канашĕн депутачĕ, район больницин тĕп врачĕ Ф.Григорьев, Канаш чиркĕвĕн протоиерейĕ Александр атте, Çĕнĕ Аччара пурăнакан Ф.Васильев (каярахпа вăл чиркÿ старостинче ĕçленĕ), Вăрнар районĕнчи "Победа" колхоз председателĕ А.Ильин, шкул директорĕ Я.Трофимов, Яковлевсен çемйисем, Н.Эрвуль тата ыттисем нумай пулăшнă.
1992 çулхи чÿк уйăхĕнче Михаил Çвяттуй архангел кунĕнче чиркĕве сăвапланă. Ăна çывăхри ялсенче пурăнакансемпе пĕрле уçма Варнава владыка, ытти чиркÿсен çыннисем килнĕ.
Паянхи кун та Нина Ивановна Яковлева патне пырса чиркĕве çĕнĕрен уçас тесе ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăваççĕ. "Тавах сире, эпир сирĕншĕн кĕл тăватпăр", – тенине час-часах илтет вăл. Çак сăмахсем уншăн темрен те хаклă.
Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА.