16 марта 2012 г.
Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн специалисчĕсем "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн сĕт-çу комплексĕнчи выльăхсене мĕнле хĕл каçарнипе паллашнă. Кунта мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ – 616 пуç, çав шутра сăваканнисем – 200.
Комплекса Т.Сергеева ертсе пырать. Зоотехника учетне çак хуçалăхра çирĕм çул ытла вăй хуракан В.Егорова тĕп зоотехник йĕркелесе тăрать. Сĕте пĕрремĕш сортпа сутаççĕ, продукцири çу хисепĕ – 3,9 процент, белок тытăмĕ – 3,08 процент. Кунта 25-ĕн ĕçлеççĕ. Кăçалхи икĕ уйăхра 46 пăру илнĕ. Апат çителĕклĕ. Кашни ĕнен талăкри сăвăмăн вăтам кăтартăвĕ – 17,3 кг.
Хуçалăха ертсе пыракансем сăвакан ĕнесен йышне 300 çитересшĕн. Çак кунсенче Муркаш районĕнчен 22 пуç ăратлă пăрусем кÿрсе килнĕ.
С.ВАСИЛЬЕВ.