16 марта 2012 г.
Лариса Сергеева Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче ачасене истори тата обществознани вĕрентет. Шаннă ĕçе тÿрре кăларать, тăрăшуллă, пуçаруллă. Вĕренекенсене хăйĕн предмечĕпе интереслентерсе яма пултарать.
Истори, географи, общество пĕлĕвĕн предмечĕсене вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ĕçне активлă хутшăнать. Лариса Николаевна учительсен фестивалĕсенче, конкурсĕсенче лайăх пĕлÿ кăтартать. Воспитанникĕсем те ăна районта, республикăра, Раççейре иртекен конкурссенче çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ.
Иртнĕ çул Лариса Сергеева "Районăн чи лайăх çамрăк специалисчĕсем" конкурсăн "Çамрăк учительсенчен чи лайăххи" номинацийĕнче çĕнтернĕ.
В.АЧЧА