АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал татса памалла

16 марта 2012 г.

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич видеоконференци ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Пая кĕрсе пурăнмалли çурт тутарма строительство организацийĕпе килĕшÿ тунă çынсен çивĕч ыйтăвĕсене тишкернĕ. Михаил Бабич регион пуçлăхĕсене 2012 çул вĕçлениччен вĕсене татса пама хушнă. "Чăрмава сирмелли ĕçсене тĕплĕн палăртмалла", – тенĕ вăл.

РФ Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев округра йывăрлăха лекнĕ 264 объект тата 24,5 пин çын шутланнине палăртнă. "Кашни çурт строительствине вĕçне çитерме тивĕçлĕ çул суйласа илмелле. Правительство комиссийĕ йĕркелени çынсен вĕчĕрхенĕвне пĕчĕклетме пулăшĕç", – пĕтĕмлетнĕ Сергей Зайцев.

Тĕллеве пурнăçлама округра ĕç ушкăнĕ туса хурĕç. Видеоконференцире хваттер тутарма пая кĕрсе хывакан укçана шанчăклă хÿтĕлекен саккун проекчĕ хатĕрлеме сĕннĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика