АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн шкулта аваллăх музейĕ пур

14 марта 2012 г.

Шăхасан шкулĕ – районта кăна мар, республикăра та чи ватă шкулсенчен пĕри. Унăн алăкĕнчен тухса паллă çынсем пулса тăнисем сахал мар. Паллах, пирĕн мăнаçлăх вăл – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши.

Халĕ эпир илемлĕ те хăтлă шкулта вĕренетпĕр. Шкулăн кивĕ çуртĕнче Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ класра унăн музейĕ ĕçлет. Унти экспонатсем, стендсем пултаруллă сăвăçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ. Чÿк уйăхĕнче, Çеçпĕлĕмĕрĕн çуралнă кунне паллă тунă чухне тепĕр музей уçăлчĕ. Вăл – аваллăх музейĕ. Чăвашсен ĕлĕкхи çи-пуçне, ĕç хатĕрĕсене пуçтарма пуçланăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Малтан вĕсем тĕрлĕ пÿлĕмре упраннă. Çĕнĕ шкул хута кайсан классем пушанчĕç. Пухнă япаласене ятарласа хатĕрленĕ çÿлĕксем çине хурса тухрăмăр, тасатса тирпейлерĕмĕр. Çĕннисем те тупăнсах пычĕç.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕш кунĕнче шкулти аваллăх музейне пĕрремĕш хăнасем çитрĕç. Вĕсем – Валерий Туркай, Юлия Силэм, Лидия Сарине, Анатолий Кипеч çыравçăсем. Вĕсем музейри экспонатсемпе интересленсе паллашрĕç, çакăн çинчен ятарласа уçнă журнала çырса хăварчĕç.

Шкулта музея кĕрсе курман пĕр ача та юлмарĕ пулĕ. Уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ кунта. Çитĕннисем те тăтăшах килеççĕ пирĕн музея. Сире те пырса курма чĕнетпĕр. Вăхăта сая ятăмăр тесе пĕртте ÿкĕнмĕр.

Н.АЛЕКСАНДРОВА,

8-мĕш класра вĕренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика