14 марта 2012 г.
Гальăсемпе кÿршĕллĕ пурăнакансен хапха алăкĕ уçăлса хупăнчĕ. Хыççăнах тепĕр хут алăк сасси пулчĕ.
– Вăрă! Шклик! Тăван ачуна макăртатăн! Тух, ан тыт! Пар укçана! – тени уяр кун аçа çапнăн янăраса кайрĕ.
Хуçăк кăмăлпа пÿртелле ăнтăлакан ватă çын çулне кил хуçи хĕрарăмĕ пÿлсе хума та ĕлкĕрчĕ.
– Эй, качака сухал! Мĕн янрашатăн, кама шыратăн; Кунта ютти çук, – пат татса хучĕ вăл.
– Ара, хам куртăм-çке сирĕн пата кĕнине... Мĕншĕн улталатăн; – тытăнчăклăрах тухакан сасăпа хушса хучĕ мучи.
Хĕрне куçран вĕçертес мар тесе ватлăхне кура мар правур пулма тÿр килнĕ пулас ăна. Çамки çине тапса тухнă тарне сылтăм аллипе шăлса илнĕ хыççăн ватă хĕрне тупма пулăшма ыйт-рĕ. Хĕрарăм унпа пустуй калаçса çăвар тутине ярас темерĕ пулас – мучине алăкран тĕртнĕ пекех кăларса ячĕ...
Чунĕ кÿтнĕ ватăн куçĕсем шывланчĕç. Галя, ĕçе кайма тухнăскер, çак кĕске самантра пулса иртнин "тĕп евчи" пулса тăчĕ. Чăтаймарĕ, мучипе калаçу пуçарчĕ.
– Ачамсем çапла "хисеплеççĕ" мана. Хĕрĕм пенси укçине атте хушрĕ тесе почтăран улталаса илнĕ. Эх, ватă ашшĕ епле пурăнни пĕртте кăсăклантармасть çав ăна. Çамрăклах чĕри пăрланса хытнă. Мăшăрăм икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Пĕччен тесе сывлăшпа тăранаймастăп-çке-ха. Кĕпе-йĕм çума супăнĕ-порошокĕ те кирлĕ. Укçа илсен лавккана кĕресшĕнччĕ. Халĕ ĕнтĕ... Ыран тепре килсе пăхăп-ха. Тен, хĕрĕмĕн кăмăлĕ çемçелĕ;..
Мучи туйи çине тайăнса, пуçне усса малалла йывăррăн утрĕ. Ватăн курпунлă кĕлетки мĕн куçран çухаличчен хыçĕнчен пăхса ăсатрĕ ăна Галя.
Юр хупăннă сукмакпа мелсĕррĕн утрĕ çамрăк хĕрарăм. Ăш-чикĕнче пуш-пушă – курак сăлпăранĕ ахăрать тейĕн унта. Мучи каланă сăмахсем асĕнчен тухма пĕлмерĕç: "Çынсăрла пулса, чунсăрла хăтланса... Вăл та ватăлать. Ан тив, мĕнле пулсан та ачисем хисеплеччĕр ăна. Усал сунмастăп... Пехиллетĕп..."
Е. ВАСИЛЬЕВА.