14 марта 2012 г.
Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн ĕçпе паттăрлăх музейне Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа ирттернĕ мероприятие аслă классенче вĕренекенсем тата чĕннĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Ăна музей ертÿçи К.Иванова ертсе пычĕ. Яшсемпе хĕрсемшĕн чăн-чăн çынлăхпа чунлăх урокĕ пулчĕ вăл.
Çăмăл пулмарĕ Ачча ялĕн хисеплĕ çыннисене, паттăр ывăл пăхса çитĕнтернĕ Александра Константиновнăпа Николай Васильевич Желудкинсене асаилÿ авăрне путма, пулни-иртнине тепĕр хут куç умне кăларса тăратма:
– Руслан ывăлăмăр çуккине пĕрре те ĕненес килмест-çке... Вăл пирĕншĕн яланах чĕрĕ. Унăн сăнарĕ, ăшă кулли чĕрере. Малашне те унăн ырă ячĕ пире сарă хĕвел евĕр ăшăтса тăрĕ, темле йывăр пулсассăн та, ĕнерхи куна ĕненме хистĕ...
Руслан Желудкин питĕ пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ ача пулса çитĕннĕ. Шкулта "пиллĕк" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă, тантăшĕсем хушшинче сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă, чăн-чăн юлташ пулнă. Умне лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме (пограничник пулас ĕмĕтпе хыпса çуннă вăл, çак темăпа вулама юратнă) лайăх вĕренни, хăйне тыткалама пĕлни çеç çителĕксĕр пулнине ăнланнă. Спортпа туслашнă, хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе чупнă. Унпа юнашар яланах çывăх тусĕ Мухтар "пограничник йытти" пулнă.
– Ывăлăм, пограничник пулас тесен, чăн-чăн арçын пулмалла, умри йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлмелле, – çапла вĕрентнĕ ăна ашшĕ Николай Васильевич.
Тем пек пĕчĕк ĕçе те юратса тумаллине асра тытнă Руслан. Ĕçре характер (кăмăл-сипет) пиçĕхнине те ăнланнă вăл. Ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшнă, тырă вырса пуçтарнă вăхăтра комбайн штурвалĕ умне ларнă.
Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ пур çĕрте те хавхалантарса пынă ăна.
Сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул хыçа юлнă. Ялти вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ çамрăкшăн пурнăç çулĕ яр-уççăн сарăлса выртнă. Ачалăхри ĕмĕтпе кун кунласа çĕр çĕрленĕскер, умри йывăрлăхсене парăнтарса, пограничник пулас тĕллевпе Голицынри çар институтне вĕренме кĕнĕ, курсант пулса тăнă. Чун-чĕрине хĕпĕртÿ туйăмĕ çавăрса илнĕ. Епле хĕпĕртемĕн! Руслан савăнăçне пĕтĕм çемье пайланă, çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи пулма тупа тунă çĕре (присяга тытнă çĕре) васкасах çула тухнă. Стройра çар тумĕ тăхăннă курсантсем хушшинче юратнă ывăлне шыраса тупма çăмăлах та пулман Александра Константиновнăпа Николай Васильевича: пурте пĕр тумлă, илемлĕ, яштак... Ирĕксĕрех куçĕсене савăнăç куççулĕ тулнă, чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралнă.
Тепĕр пилĕк çултан Голицынри пурнăç шкулĕ витĕр тухнă çамрăк офицера çар тивĕçне пурнăçлама Çурçĕр Кавказа – Дагестана – ăсатнă.
Ытла та аякра-çке пурăнатăн,
Хăв тивĕçне эс çирĕп пурнăçлатăн,
Тăван çĕршыва эс хÿтĕлетĕн.
Тăванлăхшăн ырми-канми ĕçлетĕн.
– Вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни Русланăн авторитетне куç умĕнчех ÿстернĕ, ахальтен мар пысăк пĕлтерĕшлĕ çар ĕçĕпе çыхăннă пулăмсене аул çыннисем ăна хыпарласах тăнă, – аса илеççĕ Желудкинсем.
2011 çулхи çурла уйăхĕн çирĕм иккĕмĕшĕ. Çак кун çемьене çĕр йăтайми хуйхă пырса кисрентернĕ...
Çар ĕçĕпе çыхăннă яваплă задание пурнăçлама кайсан бандитсем автоматран пĕр чарăнми шатăртаттарма тытăннă. Йывăр аманнă Желудкин подполковник тăшмана хирĕç куçа-куçăн тăнă, хăй те автоматран черет хыççăн черет кăларса янă. Вăй танлă пулман. Юлашки юн тумламĕччен çирĕп пулнă чăваш каччи... Тăван çĕршывшăн, тăнăç пурнăçшăн паттăррăн пуçне хунă çÿллĕ тусем хушшинче вăтăр виççĕри ентешĕмĕр...
Хăй çуралнă тăрăхра – Ачча ялĕнче – ĕмĕрлĕх канăç тупнă Руслан. Вил тăпри çинче монумент çĕкленнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн тивĕçнĕ Паттăрлăх орденне Желудкинсем куç шăрçи пек упраççĕ.
"Çавра сĕтел" хушшинчи калаçу кашнин чун-чĕрине пырса тиврĕ.
– Паян эпир историре тепĕр утăм утăмларăмăр. Хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ кăйкăрсемпе чăннипех мухтанатпăр. Паттăрсем вутра çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ. Çĕр çинче яланах тăнăç пурнăç хуçалантăр, хуйхă-асап пирĕнтен аякра тăтăр, – кăмăлне хытарса калаçрĕ Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кротов.
Ялти ача сачĕн заведующийĕ О.Гаврилова ачасене воспитани парас ĕçре шкул музейĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинче чарăнса тăчĕ, парне пачĕ.
– Хамăр районта Р.Желудкин пек паттăр яш çуралса ÿснишĕн эпир савăнатпăр, унпа мухтанатпăр. Вăл пирĕншĕн – ырă тĕслĕх, – çапла витĕмлĕ пулчĕ 8-мĕш класра вĕренекен Н.Русскован сăмахĕ.
– Хуйхă çынна пĕрлештерет. Сирĕн чун ыратăвне эпир те сирĕнпе пайлатпăр, – пăшăрханса калаçрĕ музей директорĕ К.Иванова, тĕл пулу самантне асра хăварма пухăннисен ячĕпе Александра Константиновнăпа Николай Васильевича картина парнелерĕ.
Юлашкинчен Желудкинсем йывăр вăхăтра хăйсене пулăшу аллине тăсса паракансене, çав шутрах Раççей Геройне Н.Гаврилова, чун-чĕререн тав туса ăшă сăмахсем каларĕç.
Е.ВАСИЛЬЕВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.