14 марта 2012 г.
2011 çулта РФ уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн вырăнти уйрăмĕ тата Чăваш Республикин ШĔМĕ судпа айăпланнă 400 ачана шута илнĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак инспекцире условно майпа айăпланă 100 ытла çул çитмен çамрăк шутра тăрать.
Районти шалти ĕçсен органĕсемпе уголовлă пурнăçлав инспекцийĕ пĕрре айăпланнă ачасем тепĕр хут преступлени тăвасран, административлă йĕркене пăсасран асăрхаттарас тĕллевпе февраль уйăхĕнче "Условник" профилактика операцийĕ йĕркелерĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем, полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем тата уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн инспекторĕсем çÿлерех асăннă тĕллеве тĕпе хурса ачасем пурăнакан, вĕренекен вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерчĕç. Районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче условно майпа айăпланнă 3 çамрăк учетра тăрать. Вĕсенчен пĕри шкулта вĕренет, шкул дирекцийĕ ача хăйне йĕркеллĕ тытнине палăртать. Тепĕр иккĕшĕ Канашри професси училищине пĕлÿ илме çÿреççĕ.
Районти полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем, уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн сотрудникĕсем тачă çыхăнура ĕçлесе судпа айăпланнă ачасене тĕрĕс çул çине тăратассишĕн тимлеççĕ. Ачасенчен чылайăшĕ çакна ăнланса илни, саккуна пăсассинчен асăрханни, вĕренÿре тантăшĕсем пек пулма ăнтăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
И.ПАВЛОВА,
районти çул çитменни-семпе ĕçлекен инспектор.