АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх кĕнекене палăртатпăр

14 марта 2012 г.

"Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке - 2010" конкурса хутшăнса Сиккасси ял библиотекин ĕçченĕсем палăртнă планпа килĕшÿллĕн ĕçлерĕç. Вăл вулав залĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче 2010 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесен куравне йĕркеленинчен пуçланчĕ. Çак кĕнекесене халăх хушшинче сарас, вĕсемпе халăха туслаштарас тата чи нумай вуланакан кĕнекесене палăртас тĕллевпе вулакансем хушшинче "Чи юратнă кĕнеке - 2010" информаци буклечĕсем салатрĕç, ыйтăмсем ирттерчĕç. Библиотекăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ: çамрăксемпе пенсионерсем Нелли Петровскаян "Çил-тăманлă каç" повеçне сÿтсе явнă çĕре, "Хурăн" ача сачĕн вăтам ушкăнне çÿрекенсем Ордем Галин "Топотушки" тата Борис Борленăн "Зоопаркра" кĕнекисенчи сăвăсене вĕренсе "Чи лайăх сăвă калакан" конкурса, аслă ушкăнри ачасем Юхма Мишшин "Кашнине эп юрататăп" кĕнеке презентацине активлă хутшăнчĕç.

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Сиккассинчи культура çуртĕнче "Çут уçланкă - кĕнеке" литература представленийĕ иртрĕ. Çак пысăк уява библиотека ĕçченĕсем Чăваш кĕнеке издательствинче 2010 çулта пичетленсе тухнă ача-пăча кĕнекисене халалларĕç. Уява хутшăнакансем: "Хурăн" ача сачĕн воспитанникĕсем, А.И.Миттов ячĕллĕ вăтам шкулăн 1-4-мĕш класс вĕренекенĕсем, культура ĕçченĕсем.

Кĕнеке çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, чечексемпе илемлетнĕ сцена çине культура ĕçченĕсем юмахсенчи сăнарсем пек пулса тухрĕç. "Кĕнекепе туслă пулни тавра курăма ÿстерме пулăшать. Нумай пĕлес тесен нумай вуламалла. Вулавăшра вара темĕн чухлĕ кĕнеке, тем çинчен те вуласа пĕлме пулать", – çак шухăш патне илсе çитерчĕç вĕсем куракансене хăйсен сценарийĕнче.

Малалла сцена çинче çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: чи пĕчĕккисем Борис Борлен тата Ордем Гали, 2-мĕш класра вĕренекенсем Николай Симуновпа Александр Пăртта çырнă сăвăсене каларĕç, 1-мĕш класра вĕренекенсем Лидия Саринен "Наян мулкач" юмахне, 3-мĕш классем Елена Светлаян "Яшлăхпа ватлăх" кĕнекери юптарусене, 4-мĕш классем Владислав Николаевăн "Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем" кĕнекери "Ванюк ĕçе хăнăхать" пьесине артистсенчен кая мар выляса кăтартрĕç.

"Салам" ушкăн куракансене конкурса хутшăннă "Шырамастăп çăлтăр тÿпере" тата "Ай, юрлар-и юррине" чăваш эстрада пуххисенчи юрăсемпе саламларĕ.

Уява библиотека заведующийĕ Зинаида Мукшина пĕтĕмлетрĕ, кĕçĕн классенчи чи нумай вулакансене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕ.

З.МУКШИНА,

Сиккасси ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика