АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар машинисене çÿретнĕ

14 марта 2012 г.

В.Андреев Асхва ялĕнче çуралса ÿснĕ, Ю.Скворцов Кашкăрçырминчен, Ю.Ендеров – Маяк çынни. Виççĕшĕ те çар службине сăртлă-туллă Афганистанра ирттернĕ. Мăнаçлă "Урал" машинăсене çÿретнĕ. Совет салтакĕсем валли тĕрлĕ çар хатĕрĕ, апат-çимĕç продукчĕ, строительство материалĕсем турттарнă, вырăнти халăха тĕрлĕ пулăшу панă. Кабул хулинче темиçе хутчен пулма тивнĕ вĕсене.

Вячеслав Георгиевичпа Юрий Алексеевич 1982 çулта Караганда хулинче пĕрле çар вĕренĕвĕнче пулнă, Афганистана ярсан пĕр авторотăна лекнĕ.. Юрий Петрович салтак пакунĕсене 1988 çулта çакнă. Çар машинипе Кандагар хулинче командованин заданийĕсене пурнăçланă.

Час-часах тĕл пулаççĕ вĕсем. Юлташĕсене, командирĕсене, сăртсене, чуллă çулсене аса илеççĕ. Водитель профессине урăххипе улăштарнă: пĕри строитель, тепри автослесарь, виççĕмĕшĕ автоэлектрик. Тăван ялĕсенчи шкулсенче иртекен паттăрлăх урокĕсене хутшăнаççĕ. Интересленсе, сывламасăр тенĕ пек итлеççĕ вĕсене вĕренекенсем, уйрăмах салтак пулма ĕмĕтленекен арçын ачасем.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика