14 марта 2012 г.
Район администрацийĕн службисен ертÿçисемпе, пайĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе пуш уйăхĕнчи анлă ларăвĕ иртрĕ. Яланхи пекех ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.
Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Сăмах çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленни çинчен пычĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх акмалли-лартмалли лаптăксем 36111 гектар йышăнĕç. Кунсăр пуçне пушă выртакан 3609 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Тухăç çитĕнтермелли лаптăксен 36 процентне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнĕç. Çĕр улми 4434 гектар, пахча çимĕç 306 гектар, выльăх апачлĕх культурăсем 14491 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Кĕрхи тĕш тырă 4881 гектар акса хăварнă.
Районта çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 23420 центнер хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне вăрлăхăн 63,2 проценчĕ акмалли стандартпа килĕшÿллĕ. "Цивиль", "Весна", "Канаш", "Нектар", "Мария", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, Никонов, Лукиянов, Малов тата Степанов фермерсен хуçалăхĕсенче хатĕрленĕ акмалли материалсем 100 проценчĕпех кондициллĕ. "Мотор" агрофирма", "Пинер", "Родник" пĕрлĕхсенче, "Ямашевская" агрофирмăра, "Вперед", "Мотор", "Родина" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вара пачах урăхла – кондицие лартнă вăрлăх пачах çук. Çак хуçалăхсем умне начар тухăç илес хăрушлăх тухса тăрать.
Хатĕрленĕ вăрлăхăн 0,8 проценчĕ элитлă, 31 проценчĕ пĕрремĕш, 10,6 проценчĕ иккĕмĕш, 9 проценчĕ виççĕмĕш, 7,4 проценчĕ тăваттăмĕш, 4,5 прценчĕ пиллĕкмĕш репродукциллĕ, сортлă маррисем 35,7 процент. Пур хуçалăхăн та пĕрчĕллĕ культурăсен тата çĕр улми вăрлăхĕсен фондне планпа килĕшÿллĕн çĕнетсе пымалла, пысăк тухăç параканнисем пулччăр тесе тăрăшмалла. Çак енĕпе "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ кооперативсем, "Нектар", Восход", "Исток" "Победит" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Никонов фермер (хресчен) хуçалăхĕ лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Районта туяннă элитлă вăрлăх виçи – 378 тонна.
Пысăк тухăçăн тепĕр вăрттăнлăхĕ вăл – минераллă удобренисем. 1,4 пин тонна кÿрсе килме планланă, хальлĕхе 700 тонна çеç илсе килнĕ-ха. Çак ĕç çине Киров ячĕллĕ, "Канаш", "Победит", "Хучель", "Агат", "АСК "Канаш" хуçалăхсем тивĕçлĕ тимлĕх уйăраççĕ. "Ямашевская", "Пинер", "Урюм", "Мария", "Родник", "Восход", "Янишево", "Исток" хуçалăхсенче ку енĕпе ĕçе пуçăнман-ха.
Çур акине вăтамран 201 трактор, 99 культиватор, 107 сеялка хутшăнĕ. Кăлтăксене пĕтерсе юсавлисен ретне тăратмалла. Кадрсен ыйтăвĕ те ăнăçлах мар: тата 11 механизатор кирлĕ. Çак çитменлĕхе ырана хăвармалла мар. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине кирлĕ пек йĕркелемелле. Техникăна çурхи уй-хирте ĕçлеттерме çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем 300-350 тонна кирлĕ пулаççĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхсенче вĕсем 60 тонна. Пирĕн район валли хакне 30 процент йÿнетсе 327 тонна дизтопливо уйăрса панă. Хуçалăхсене ертсе пыракансен çак топливăна суйласа илессине хăвăртлатмалла.
Районта шыв-шура хирĕçле мĕнле мероприятисем ирттермелли çинче район администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Чернов чарăнса тăчĕ. Юхан шывсем çыранран тухса Шăхасан, Çĕнĕ Пинер, Дмитриевка, Ушанар ялĕсене шыв илме, Микушка, Асхва, Мăкăр, Калиновка, Матьшÿ ялĕсенче пĕвесем татăлса кайма пултарнипе, çынсем тата техника пăр çине тухнипе чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас хăрушлăх пур. Çурхи ейÿ инкек кÿресрен малтанах асăрхаттарас, тивĕçлĕ йышăну тăвас тесе ятарлă комисси йĕркеленĕ, тумалли ĕçсен планне хатĕрлесе çирĕплетнĕ.
Районта гидротехника сооруженийĕсем 39, плотинасемпе пĕвесем 65. Хучел, Асхва, Çеçпĕл, Атнаш, Сиккасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче лару-тăру çивĕч тăрать. Ейÿ вăхăтĕнче Çĕнĕ Пинер ялĕн пĕр пайне шыв илет. Вăта, Вăрăм юхан шывсен кукрисенче çырансем ишĕлнипе тата йăтăнса аннипе уйрăм çынсен хуçалăхĕсене хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарать. Шыв илес зонăра – Çĕнĕ Пинер, Шăхасан, Ушанар.
Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнипе Сиккасси тата Карăклă ялĕсенчи плотинасене тĕпрен юсанă, çакăн пек ĕçе Мăкăр ялĕнче те пуçланă. Вăта шывĕн Карăклă тата Юмансар ялĕсем хушшинчи çулĕсене тÿрлетнĕ. Кĕçĕн Çавалăн Çĕнĕ Пинер çывăхĕнчи çулне тÿрлетес ĕçе пуçăннă. Инкек таврашĕ сиксе ан тухтăр тесе çуртсен (уйрăмах Шăхасантисен) тăррисен хĕрринчи пăр татăкĕсене катсах тăмалла, пĕвесемпе плотинасене татса каясран сыхлас тĕллевпе пăхсах тăрассине йĕркелемелле.
Ял тăрăхĕсенче çĕршĕн налук пуçтарассинчи çитменлĕхсене налук службин пуçлăхĕ Е.Чернов асăнса хăварчĕ. "Вăл – сирĕн укçа, унăн сирĕн бюджета пырса кĕмелле", – аса илтерчĕ сăмах калакан.
Районта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева паллаштарчĕ. З.Масловăна Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕ, вăхăтлăх удостоверени, чечек çыххи пачĕ. Суйлав умĕнхи кампание активлă хутшăннисене Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. "Енчен те эпĕ çĕршыв президенчĕ пулнă пулсан" конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Çĕнтерÿçĕ – Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен А.Арсентьева. Иккĕмĕш вырăнта Шуркасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Ю.Иванова тата Атнаш шкулĕн воспитанникĕ А.Иванова, виççĕмĕшĕнче – Н.Сергеева (Вырăскас Пикших) тата М.Илларионова (Пайкилт). Вĕсене Хисеп грамотипе наградăларĕç, асăнмалăх парне пачĕç.
Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме конкретлă мерăсем йышăнма хушрĕ.
В.АЧЧА.