07 марта 2012 г.
Çын пурнăçне тĕп-лĕнрех сăнласа парас тесен, паллах, ачалăх çулĕсем патне таврăнмалла. Нина Алексеевна Иванован ачалăхĕ мĕнлерех иртнĕ-ши;
Нинăпа эпир Ăвăспÿрт Кипечри Сĕмекке урамĕнче выляса ÿснĕ. Пирĕн пÿртсем çырма урлă кăна вырнаçнăччĕ. Çырми вара пысăк, йăмрасен шучĕ те çукчĕ, шывĕ малти пĕвене юхса кĕретчĕ. Çулла та, хĕлле те ача-пăча юратнă вырăнĕччĕ кунта. Хĕлле уйрăмах лайăхчĕ! Çунасене туртайми шăнса кÿтетчĕç алăсем, тĕттĕм пуличчен çăлран шыв йăтса катока çĕнетсех тăраттăмăр – пурте савăнăç ача- пăчашăн. Пăтăрмахсем те сиксе тухатчĕç: е çуна çинчен ÿксе юлаттăмăр, е юрпа персе кÿрентеретчĕç, е кĕрт айне пулатăн. Хăйне кам та пулин кÿрентерсен, Нина тÿрех килне чупса каятчĕ те амăшне илсе тухатчĕ. Эпир ку "йăлана" хăнăхса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Амăшĕпе Нина тухиччен хăвăртрах çырма тепĕр енне хăпарса тараттăмăр. Анна аппа пире вăрçатчĕ те кĕрсе каятчĕ, Нина вара ним пулман пекех пирĕнпе ярăнса савăнатчĕ. Кам шутланă-ха çакăн пек хăйне хăй те хÿтĕлеме пултарайман хĕрача тракторист, шофер, салтак пуласса;
Ачалăх çутă ĕмĕтсемпе пуян: эпир учитель, тухтăр, сутуçă пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Чи сумлă профессисемччĕ çаксем эпир ÿснĕ вăхăтра. Арçын ачасене шофер, тракторист, вăрман хуралçин ĕçĕсем илĕртетчĕç. Тата вĕсем пурте салтак пуласшăнччĕ.
Нина арçын ача профессине алла илессе тĕлленмен те. Анчах тĕнче тĕлĕнтермĕшсĕр мар иккен.
– Ачалăхăм питĕ йывăр иртрĕ манăн. Тăван мар аттепе ÿсрĕм, вăл та, анне те сусăр çынсемччĕ: вĕсен куçĕсем начар куратчĕç. Малтан çын патĕнче пурăнаттăмăр, кайран Ăвăспÿрт Кипеч ял совечĕ пÿрт лартса пачĕ, анчах çунса кайрăмăр. Тĕрлемесре пурăнакан чиркÿ çынни Порфирий атте пулăшнипе çĕнĕ пĕчĕк çурта куçрăмăр. Виçĕ ача ÿсрĕмĕр, кĕçĕнни пĕчĕклех вилчĕ. Эпĕ асличчĕ. Пурнăç нушисене каласа та пĕтерес çук. Анне каланă тăрăх, пĕчĕк чухнех эпĕ машина-трактор сассине илтсен кантăк патне чупнă, тăвансен арçын ачи вара конфет хучĕсемпе выляса ларатчĕ тет. Хама астума пуçланă кунранах шофер, тракторист пулас килнĕ. Шкулта вĕреннĕ чух уя çĕр улми пуçтарма илсе тухатчĕç. Маншăн кунта пĕтĕм савăнăçĕ те трактор тавра явăçниччĕ. Вăрçсан та техника çывăхнех пырса мĕнле ĕçленине сăнаттăм. Николай Михайлов тракторист мана асăрхарĕ, чĕнсе илсе вĕрентме тытăнчĕ. Тăрăшни сая каймарĕ, 6-мĕш класрах тракторпа чиперех ĕçлеме тытăнтăм. Мана ĕç укçи те тÿлерĕç, лавккана кайса велосипед илтĕм вĕт! Мĕн тери телейлĕччĕ эпĕ!
8-мĕш класс пĕтерсен, 1970 çулта, Канашри 1-мĕш СПТУра тракториста 2 çул вĕрентĕм, "4" тата "5" паллăсемпе пĕтертĕм. Практикăна тăван колхоза яма ыйтрăм. Виталий Андреев, Валерий Павлов трактористсем маншăн чăн-чăн учительсем пулчĕç. 1971 çулта 16 çулти хĕр хам тĕллĕн аслисенчен ыйтса тракторпа киле килтĕм. Çулĕ самай аякраччĕ. Трактор сассине илтсе аннепе хăнана пынă пысăк анне макăрса ячĕç, хам вара пĕлĕтре вĕçеттĕм! Ун чухне колхоз "Вперед" ятлăччĕ, ăна Михаил Васильевич Васильев председатель ертсе пыратчĕ. 1973 çулхи ака-суха вĕçленнĕ ятпа ирттерекен уява Михаил Васильевич мана хисеплесе уçрĕ. Нумай арçын тракторист хушшинче эпĕ алла документ илнĕ тракторист ĕçне пĕлекен пĕр хĕрччĕ. Колхозра ĕçленĕ чухне Канашри АТК çумĕнче тÿлевсĕрех шоферсен курсĕ уçăлнине илтрĕм, тÿрех вĕренме вĕçтертĕм, вăтам пĕлÿ те илтĕм çав хушăра. Кăштах укçа ĕçлесе илсен Хусана трамвай водительне вĕренме кĕтĕм, ĕçлеме пуçларăм. Ĕмĕт хыççăн ĕмĕт вĕçетчĕ пуçра! Хам салтак пуласса эпĕ яланах шаннă. Мĕнле 18 çул тултарас-ши теттĕм. Военкомата чупма пуçларăм. 1975 çулхи апрель уйăхĕнче çара илчĕç. Трамвай деповĕнче ĕçлекенсем вечер тусах питĕ чыслă ăсатрĕç мана çара.
Çав тери тинĕс-çар флотĕнче службăра тăрас килетчĕ, анчах ПВОна лекрĕм. Малтан кулянтăм, анчах эпĕ пĕрех салтакчĕ. Сухуми хули çывăхĕнче сăрт тăринчеччĕ пирĕн чаç, служба вара çĕр айĕнче иртрĕ. Аслă диспетчер пултăм. Йывăрлăхсемсĕр мар. Çĕр айĕнче сывлăш нÿрĕ, çуршар сехет уçă сывлăша виçĕ хут кăларатчĕç. Кунта спортпа туслашрăм, хăвăрт чупассипе темиçе хут та мала тухрăм. Хавхалантарсах тăратчĕç мана. Пĕррехинче награда вырăнне киле кайса килме ирĕк ыйтрăм. Ирĕк пачĕç вĕт! Кÿршипе пуçтарăнчĕç хĕр-салтака курма.
Служба хыççăн ГАИре, милицире, почтăра шофер пулса ĕçлерĕм. Премисем те илнĕ. Юлашки çулсенче суккăр пулса ларнă аннене пăхрăм. Халĕ пенсире ĕнтĕ. Мана ытларах салтак Нина мар, арçын Нина теççĕ ялта. Чăнах та пуль. Арçын тумĕпе çеç çÿретĕп, юлташсем те ытларах арçынсем. Килте кушак-йытă нумай манăн, çавсемпе хама питĕ ĕçлĕ туятăп. Çуралнă чухнех арçын пулса çуралмалла пулнă пуль. Эпĕ телейлĕ хĕр-арçын, шофер-тракторист, салтак, – çапла ăшшăн калаçса вĕçлерĕ асаилÿсен çыхăнăвне кÿршĕ хĕрĕ Нина. Сывлăх сунса эпĕ те сыв пуллашатăп, уяв ячĕпе саламлатăп.
Е.ГЕОРГИЕВА,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ.