07 марта 2012 г.
Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕнче сахал мар хĕрарăм ĕçлет. Сăмахран, следстви уйрăмне юстици подполковникĕ Раиса Борисова ертсе пырать. Çак уйрăмрах тата пиллĕкĕн ĕçлеççĕ: юстици майорĕсем Елена Спиридоновăпа Людмила Такмакова, юстици капитанĕсем Светлана Шамбулинăпа Татьяна Нарбутаева тата Надежда Григорьева.
Раиса Ивановна шалти ĕçсен органĕнче 1994 çултанпа. Службăна дознавательтен пуçланă. 2000 çулхи утă уйăхĕнчен – следователе, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче следстви уйрăмĕн пуçлăхне лартнă. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни, тăрăшулăх, дисциплинăна çирĕп пăхăнни, хăйĕнчен тата хăйне пăхăнакансенчен çирĕп ыйтни çитĕнÿсем кÿреççĕ.
Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕнче службăра тăракан хĕрарăмсене, служба тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунисен арăмĕсене Наталья Прокопьевăна, Елена Ксенофонтовăна, çавăн пекех сотрудниксен мăшăрĕсене, амăшĕсене, аппăш-йăмăкне хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.
А.ЛЕВЫЙ,
пай пуçлăхĕ, полици подполковникĕ.