АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ангелина Павловская çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ

07 марта 2012 г.

Пуш уйăхĕн 2-мĕш кунĕнче Çеçпĕл ял библиотекинче Раççейри истори çулталăкне халалласа Ангелина Павловская çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. Вулав залне 10, 11-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем тата аслă çулхи çынсем – кĕнеке тусĕсем пухăнчĕç. Мероприятие йĕркелесе ертсе пыраканĕ библиотека заведующийĕ Галина Шадрова пулчĕ.

Ангелина Павловскаян "Саланнă кĕлте" ятлă пĕрремĕш кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче 2010 çулта пичетленсе тухрĕ. Вăл – повеçсемпе калавсен пуххи. Çак кĕнекене кĕртнĕ произведенисем Раççей историйĕн иртнĕ çулĕсене, чăваш халăхне те самаях кисретнĕ пăтăрмахлă тапхăрсене çутатса параççĕ.

Пуçласа çыракан автор мар Ангелина Ивановна. "Ялав" тата "Тăван Атăл" журналсенче тăтăшах пичетленнĕ унăн хайлавĕсем. Вĕсене вулакан яланах хапăлласа йышăнать. Мĕншĕн тесен вăл чăваш чĕлхи илемне сума суса çырма пĕлет, геройсем пурнăçран илнĕ пире çывăх сăнарсем, вĕсен шăпи, кун-çулĕ, чун ыратăвĕ пирĕнпе юнашар пурăнакан çыннăнни евĕрех чуна хускатаççĕ, шухăша яраççĕ. Вĕсемпе пĕрле пăшăрханатăн, телейĕшĕн хĕпĕртетĕн.

Чи малтанах тĕлпулăва пухăннисем авторпа çывăхрах паллашрĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлме кăсăклă пулчĕ вĕсене. Çыравçă Вăрмар тăрăхĕнчи Пĕчĕк Енккасси ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă, 1959-1964 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Чылай çул библиотека тытăмĕнче, шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çавăн пекех Галина Ивановна республикăра иртекен "Чăваш Ен литератури: кĕнеке-2010" конкурса хутшăнса йĕркеленĕ кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Малалла "Саланнă кĕлте" повеç тăрăх вулав конференцийĕ иртрĕ. Кĕнеке тусĕсем тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç, калаçăва активлă хутшăнчĕç. Произведенири геройсем пек йăнăш тăвас мар тесен мĕн тумалла-ха çамрăксен; Уйрăмах Мускав пек пысăк хуласене тухса кайсан хăйсене мĕнле тытмалла; Ангелина Ивановна тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, ырă сĕнÿсем пачĕ. "Кашнин Çеçпĕл пек пулма тăрăшмалла", – терĕ. Вулакансем çыравçăн ĕçне пысăк хак пачĕç. "Ку кĕнеке пурнăç кĕнеки вырăнĕнчех", – терĕç.

Повеçĕн тĕп сулăмĕ - этем тивĕçĕ, юратăва сăваплани, унăн хăватне пурнăç пĕлтерĕшне курнă пек курни. Этем пурнăçĕнче юрату пархатарĕ чи сăваплă кĕтрет пулнине автор витĕмлĕн сăнарласа панă. Конференци вăхăтĕнче культура çурчĕ çумĕнчи "Шĕкĕр" ушкăн юрату, çамрăклăх çинчен çырнă илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Ангелина Ивановна хăйĕн ытти кĕнекисем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл калаçнине итлеме питех те кăмăллă пулчĕ. Çавăн пек пурнăçа вĕрентекен кĕнекесем татах та кирлĕ пире, вулакансене. Ахальтен мар каланă ватăсем: "Кĕнеке - чун апачĕ", – тесе.

Г.ШАДРОВА,

Çеçпĕлти библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика