АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирхи шуçăм ĕçе йыхăрать

07 марта 2012 г.

Телефон сасси янраса кайнипе вăранса кайрĕ Мария. Тул çутăлман-ха. Темиçе кун ĕнтĕ пÿрт тăррине витнĕ тимĕре айкăшакан çил-тăман кисрете-кисрете илет. Камăн выльăхĕ аптраса ÿкнĕ-ши; Кÿршĕ ялах çитсе ÿкмелле пулсан... Тĕрлĕ шухăш канăç памарĕ темле йывăр инкекре те хăйне лăпкă тытма хăнăхнă Марийăна телефон трубкине алла илнĕ май. Ял вĕçĕнче пурăнакан ватă кинемейĕн ĕни пăрулаймасăр асапланнине çур сăмахранах ăнланчĕ ветеринар. Васкаса тумланчĕ те яланах ал айĕнче упранакан ĕç хатĕрĕсене илсе хÿсе лартнă урам тăрăх утрĕ. Шăп. Урамра пĕр чун та çук. Çил ачисем кăна тытмалла выляççĕ. Ура айĕнчи юр кăчăрт-кăчăрт туса кĕвĕ калать. Каç тĕттĕмлĕхĕнче, темшĕн, чунра шухă. Пуçа тĕрлĕ шухăш пыра-пыра кĕрет – пĕлĕтсем пек хăвăрт шуса иртеççĕ вĕсем: малтан шурă, янкăр çутă пĕлĕтсем, ун хыççăн хура, канăçсăр пĕлĕтсем капланаççĕ те часах сирĕлеççĕ. Çын пурнăçĕ те шурă-хура пĕлĕтсем пек шуса иртмест-и;

Мария Аркадьевна Ефимова 32 çул ветеринари ĕçĕнче вăй хурать. Çур ĕмĕр чикки урлă каçса хура-шурне те сахал мар курма тивнĕ. Анчах яланах ырă самантсем çеç пуçа капланса килеççĕ те тарăн шухăш авăрне путараççĕ... Мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе, чĕр чунсене юратса ÿснĕ вăл. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех Ушанар ферминче ĕçленĕ. Тен, çавăнпа ачалăх çулĕсем те Марийăн ĕçпе, фермăпа çыхăннă.

– Анне мĕн астăвассах фермăра сысна амисем пăхнă. Ир-ирех тăнă та аннепе пĕрле фермăна васканă. Эпир çемьере тăватă ача пулнă. Пурте фермăра çитĕннĕ. Картлă кĕвентепе сыснасем валли апат йăтаттăмăр. Сысна çурисене пăхма килĕштереттĕм. Сысна çăвăрлаттарма анне мана яланах каçпала илсе каятчĕ. Эпĕ ку ĕçе питĕ кăмăллаттăм.

Сакăр сехет валли шкул сакки çине çитсе ларма ĕлкĕрнĕ. Вĕренÿре те лайăххисем йышĕнче пулнă. Ачаран сăпайлă та лăпкă хĕрача пуçтахланма юратман. Учительсем хушнине, юлташсем ыйтнине пĕр турткалашмасăр яланах пурнăçлама тăрăшнă.

1975 çулта Ушанарти тĕп шкула пĕтерсен пĕр класра вĕреннисем вун пилĕк ача Шăхасан вăтам шкулне çул тытнă. Ушанар ялĕнчен пилĕк-ултă çухрăмра ларакан шкул, уйрăмах çил-тăманлă çанталăкра, пĕртте çывăх туйăнман.

Мĕн ачаран выльăхсене юратнă Мария выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1977 çулта, аттестат алла илсен, Вăрнарти ял-хуçалăх техникумне вĕренме кайса кĕнĕ.

1980 çулта çамрăк специалист Волгоград облаçĕнчи "Серп и молот" совхозра выльăх-тухтăрĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Çемье çавăрнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. "Дружба" комплексра ветеринари ĕçне кÿлĕннĕ.

1983 çултанпа Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи ветеринари участокĕнче вăй хурать. Ку тăрăх ултă яла пĕрлештерсе тăрать. Хăй вăхăтĕнче икĕ ферма кĕрлесе тăнă. "Ветеринар профессине килĕштермен пулсан паянхи куна çитиччен ĕçлемен те пулăттăм. Юратнă ĕçе чуна парса ĕçлеме хистенĕ. Кăнтăрла е каçхине пулăшу ыйтакана яланах тивĕçтерме васканă", – çĕкленÿллĕ туйăмпа хуравлать Мария Ефимова. Нихăçан та чапшăн çунман, анчах хăй ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлать. 32 çул ĕçлесе те çынна сивĕ сăмах каласа курман, пулăшу ыйтсан – хирĕçлемен. Ĕçне кура хисепĕ. Ял çыннисен хисепĕ уншăн чи пысăк парне. Çемьере кукамайăн чун йăпатмăшĕ – мăнукĕ. Чи çывăх юлташсем пекех вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ. Никита кукамăшĕн йывăр ĕçне ăнланать, ăна ăшă сăмахсемпе йăпатма тăрăшать. Мĕн пĕчĕкрен унпа пĕрле тул çутăлнă-çутăлман ялсем тăрăх тухса утма хăнăхнă ĕнтĕ. Пĕрле чухне çулĕ те кĕске-çке!

И.ТЕРЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика