АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăха пĕтĕмлетрĕмĕр

07 марта 2012 г.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ вĕçленчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 67 çул çывхарса пынине, Раççей çарĕсем 1812 çулхи Аслă вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 200 çул çитнине тата ытти паллă датăсене халалланă.

Районти шкулсенче пуринче те конкурспа концерт программисем, тематика каçĕсем, паттăрлăх урокĕсем, турнирсем, спорт ăмăртăвĕсем, фотокуравсем тата ытти мероприятисем йĕркеленĕ. Сăмахран, Атнашри культура çуртĕнче "Атьăр-ха, каччăсем!" конкурс, кунти шкулта 1943 çулта совет çарĕсем Сталинград патĕнче тунă çĕнтерÿ ячĕпе утренник ирттернĕ. Вăтапуç çамрăкĕсем Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче бассейнра ишсе савăннă. Вăтапуç шкулĕн спортзалĕнче кÿршĕллĕ Кайăкьял тата Çатăрка Çырми ялĕсенчи çамрăксемпе волейболла выляса ăмăртнă.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа çарпа патриотизм юррисен смотр-конкурсне ирттернĕ. Унта Афганистанри çапăçусенче пулнă В.Внучков, В.Николаев, Ю.Филиппов хутшăннă. Шăхальти культура çуртĕнче шахматла тата шашкăлла выляма юратакансем хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленĕ. Анаткаспа Энтриялĕнче йĕркеленĕ каçсене Чечняри событисене хутшăннисене халалланă. А.Семенов, А.Лазарев тата В.Константинов хаяр вăхăтсене аса илнĕ.

Уçырма вăтам шкулĕнче çамрăк шахматистсем районта мала тухассишĕн ăмăртнă. Энтриялĕнче маттур каччăсем юрлас-ташлас, сăвă калас ăсталăхне кăтартнă.

А.ПАВЛОВА,

район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика