АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче – çĕнĕ савăнăç

07 марта 2012 г.

Таврана çуркунне шăрши çапрĕ. Уçă та сиплĕ сывлăш кăмăла çĕклет, пурнăçа тата та илемлĕрех тăвать. Урамсенче хаваслă сасă ытларах илтĕне пуçларĕ. Пайкилтри "Хĕвел" ача садĕнче савăк кăмăл хуçаланчĕ. Пысăк та çутă пÿлĕме хăйсен пепкисене илсе килнĕ çамрăк хĕрарăмсем лараççĕ, урай тăрăх 2-3 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем чупаççĕ. Алăк умне хĕрлĕ хăю карнă.

Мероприяти пуçланас умĕнхи вăхăтпа усă курса садик заведующийĕпе Лариса Степановăпа калаçса илтĕм. Вăл каланă тăрăх кунта 66 ача çÿрет. Паян вара кĕçĕн ушкăн уçăлать. Вĕсем çирĕммĕн. Вĕсемпе Фаина Егорова воспитатель ĕçлĕ. Ăна Надежда Ильина пулăшса тăрĕ.

"Килеççĕ!" – тени илтĕнсе кайрĕ. Самантлăха пурте шăпланчĕç. Алăкран район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Ивановăн пулăшуçи Николай Иванов, Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Григорьев, вырăнти шкул директорĕ Владислав Ильин кĕчĕç. Вĕсене шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕн музыка ертÿçипе Ирина Черновăпа ялти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Николай Семенов хитре кăна чăваш юррипе кĕтсе илчĕç. Лайăх юрă хыççăн залри халăх кăмăлне ирĕке ячĕ. Савăнăçлă лару-тăрура хăнасем хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Вĕсене хирĕçле лаптăка садикăн аслă тата вăтам ушкăнĕсенчи воспитанникĕсем тухрĕç. Вĕсем иккĕмĕш килĕнчи амăшĕсем вырăнне хуракан воспитательсене куçран пăхса, юрăсем, такмаксем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. 9-мĕш класра ăс пухакан Оксана Иванова Раççей çинчен хывнă сăвва чуна хускатмалла каласа пачĕ. Ирина Черновăпа Николай Семенов тата темиçе чăваш юррине шăрантарчĕç.

Акă саламлама килнисене те сăмах калама черет çитрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов çывхарса килекен çурхи чи илемлĕ, хаклă – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, ача сачĕн коллективне парне пачĕ. "Çак çурт ача-пăча сассипе ялан тулли пултăр, вĕсем çирĕп сывлăхлă, ăслă ÿсччĕр", – терĕ. Кĕпе-йĕм тата вырăн таврашне çăвакан машинăна ĕçлеттерекен Надежда Семеновăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамоти парса тав турĕ.

"Акконд-хлеб" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕ Николай Иванов вара ачасене юратни çинчен каланă ăшă сăмахсене хаклă парнепе çирĕплетрĕ. "Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Валерий Николаев сире ачасемпе пĕрле пăхма тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор парнелеме кăмăл тунине пĕлтерсен хам та чунтан хĕпĕртерĕм. Çывăх кунсенчех "кăтартакан" тата "калаçакан" тĕлĕнтермĕш ещĕк залри тăпăлкка сĕтел çине килсе ларĕ", – терĕ Николай Ильич.

Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова ача сачĕн заведующийĕн Лариса Степанован, Татьяна Александрова воспитателĕн, Раиса Николаева медсестран, Надежда Тихонова поварăн, воспитателе пулăшакан Алевтина Игнатьеван тăрăшулăхне управленин Хисеп грамотипе хакларĕ.

Салам сăмахĕ калакансем татах та пулчĕç. Вĕсем – Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Григорьев, "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп бухгалтерĕ Надежда Иванова. Ачасен, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Надежда Герасимова тухса калаçрĕ, пысăк машина-тетте парнелерĕ. Пайкилтри çĕвĕ цехĕн пуçлăхĕн Владимир Булавинăн саламне кунта килнисем патне Аркадий Трофимович çитерчĕ, вăл каланă пекех унăн парнине юратса та хисеплесе панине, вăхăт çуккипе килейменнишĕн каçару ыйтнине, ĕçре ăнăçу суннине пĕлтерчĕ.

Ача сачĕн заведующийĕ Лариса Степанова хушма ушкăна уçма пулăшнăшăн район администрацине, вĕренÿ управленине, Пайкилт ял тăрăхĕн администрацине, "Цивиль" тулли мар яваплăха ертсе пыракансене, вăтам шкул дирекцине, воспитанниксен ашшĕ-амăшне тав турĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика