07 марта 2012 г.
Кăçалхи нарăс уйăхĕнче район администрацийĕнче граждан тăрăмĕн 120 актне çырнă. Çав документсенчен 42-шĕ çуралнине, 59-шĕ вилнине, 8-шĕ мăшăрланнине, 4-шĕ уйрăлнине, 6-шĕ ашшĕлĕхне палăртнине пĕлтерекеннисем. Пĕр çын ашшĕ-амăшĕ панă ята килĕштермен, урăхлатнă.
Ача пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7 ытларах çуралнă. Арçын ачасем – 23, хĕрачасем – 19. Ашшĕ-амăшĕ ытларах Кирилл, Максим, Арсений, Анастасия, Анна, Виктория ятсене килĕштерех панă.
Районта 9 çын пурнăçран уйрăлнă, ку – пĕлтĕрхи çак уйăхринчен 4 çын нумайрах. Хĕрарăмсен те, арçынсен те пурнăçĕ вăрăмланнă. Ытти çулсенче арçынсен вăтам çулĕ 58 пулнă пулсан, халĕ – 63. Хĕрарăмсен 67-рен 74 çитнĕ.
Çемье çавăрасси чакнă. Пĕлтĕр нарăс уйăхĕнче 18 туй пулнă пулсан, кăçал вара 8 çеç. Тăватă çемье арканнă, пурте вĕсем – суд йышăнăвĕпе.
А.ВИТАЛЬЕВ.