АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем – Катя Михайловăпа Никита Сергеев

07 марта 2012 г.

Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн актовăй залĕн сцени çинче районти тĕрлĕ шкулта вĕренекен 19 хĕрача пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă "Атьăр-ха, хĕрачасем!" конкурса хутшăнма килнĕ.

Хĕрачасен пултарулăхăн 8 тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивнĕ. Конкурсăн чи пысăк титулне, "Чи хÿхĕмми тата илĕртÿлли" ята, Ямашран килнĕ Катя Данилова çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Чакаç шкулĕнче пĕлÿ илекен Изаура Михайлова йышăннă, виççĕмĕшне – Катек хĕрĕ Снежана Иванова. Ытти конкурсантсене тĕрлĕ номинаци тăрăх дипломсемпе парнесем панă.

Çак шкултах 4-мĕш класра ăс пухакан арçын ачасен "Рыцарьсен турнирне" ирттернĕ. Сцена çине салтаксем пек çирĕп утăмсемпе "Аты-баты, шли солдаты" юрра янратса хăюллă 25 арçын ача тухнă. Вĕсем хăйсемех рыцарьсен тумне, хĕç-пăшалне, щитне, гербне, интереслĕ "визиткăсем" хатĕрленĕ. Тупăшусем тĕрлĕ енлĕн пулнă: "Ан йăнăш" – строй командисене тĕрĕс пурнăçласси, "Çăмăл алăсем" – хитре хутран чĕре касса кăларасси, "Вальс" – хĕрпе ташласси, "Связистсем" – шифрограммăсене шĕкĕлчесси, "Пукане" – шарпа бантикран пукане ăсталасси, "Чи сăпайли" – "Çепĕç сăмахсен пуххи" поэзи вăййине вылясси. Чи пултарулли, маттурри Шăхасан вăтам шкулĕн воспитанникĕ Никита Сергеев пулса тăнă. Тÿресен иккĕмĕш хаклавне Дима Ефимов (Энтрияль) тата Кирилл Иванов (Вырăскас Пикших) тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăна Сергей Никоноров (Кăшнаруй) тата Юра Алексеев (Пайкилт) йышăннă. Мала тухнисене дипломсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика