16 марта 2012 г.
Федерацин "Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен" саккунĕ тăрăх кăмăл тунă 35 çула çитмен сиплевçĕсене 1 миллион тенкĕ парса хавхалантараççĕ. "Земство тухтăрĕ" проекта пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев "Чăваш Республикинчи ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен" Указ йышăннă.
Нарăсăн юлашки кунĕнче Республикăри клиника больницин диагностика корпусĕн актовăй залĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин анлă ларăвĕ иртнĕ. Мероприятин чи çутă саманчĕ "Земство тухтăрĕ" проектпа килĕшÿллĕн 5 çамрăк врача 1 миллион тенкĕ уйăрса панине пĕлтерекен сертификат пани пулса тăнă. А.Самойлова аллинчен илнĕ сертификат хуçисем хушшинче Д. Сергеев та пур. Вăл Шăхасанти психиатри больницинче 2011 çулта ĕçлеме тытăннă. "Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин правительствисене çамрăк специалистсене çакăн пек пулăшу кÿнĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр", – тенĕ Дмитрий хăйĕн тав сăмахĕнче.