АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки çывхарать

07 марта 2012 г.

Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче ял хуçалăх организацийĕсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна В.Софронов уçнă. Вĕл пĕлтернĕ тăрăх, пушă выртакан 3600 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çуррине – çуркунне.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пынипе агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов паллаштарнă, çĕр ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнса тăнă. Ампар виçипе 32,6 пин тонна тĕш тырă, 45 пин тонна çĕр улми туса илмелле, пĕрчĕллĕ культурăсене 14 пин гектар çине акса, çĕр улмине 3 пин гектар çине лартса хăвармалла. Гектартан тĕш тырă 23,3 центнер, çĕр улми 150 центнер, пахча çимĕç 250 центнер пухса илме палăртнă.

Районăн тĕп агрономĕ пысăк тухăç илес тесен агротехника ыйтнă пек ĕçлемеллине аса илтернĕ: сортлă, пысăк репродукциллĕ вăрлăх акмалла, тĕш тырăн кашни гектарĕ çине 50 килограмран кая мар минераллă удобрени хывса хăвармалла, çĕр улмин кашни гектарĕ çине – 160 килограма яхăн.

Районти ял хуçалăх организацийĕсем 30, фермер хуçалăхĕсем 70. Вĕсен хушшинче çур акине кирлĕ пек хатĕрленменнисем те пур-ха. Конкретлă хуçалăхсен çитменлĕхĕсемпе çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă, вăрлăхпа, топливăпа çыхăннă йывăрлăхсенчен хăтăлмалли майсене палăртнă.

Районта вăрлăх енĕпе мĕнле лару-тăру пулни çинчен "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов каласа панă. Вăрлăхăн 52,3 проценчĕ кондициллĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 15 процент нумайрах. Вăрлăха химикатсемпе им-çамламалла, пысăк тухăç илес тесе мĕн пур майсемпе усă курмалла. Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров йÿнетнĕ хакпа çунтармалли тата сĕрмелли материалсем туянассипе, парксене çĕнĕ техникăпа пуянлатассипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех вăл хуçалăхсенче ĕçленĕшĕн тÿлес ыйтăва та хускатнă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тĕп эксперт специалисчĕ В.Воробьева федераци тата республика бюджечĕсенчен субсиди уйăрса памалли йĕркепе паллаштарнă, ыйтусене хуравланă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика