АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачча урамĕсем савăк кулăпа тулчĕç

02 марта 2012 г.

Хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç хĕле ăсатса ямалли уява, Çăварнине, Ачча ялĕнче пурăнакансем. Вăл культура çуртĕнчи фойере çуллă икерчĕ çинипе пуçланчĕ. Культура ĕçченĕ Г.Иовлева ентешĕсене Çăварни ячĕпе саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл сунчĕ.

Ял çыннисем "Мунчара", "Кĕреçепе ярăнни", "Манăн лаша" хаваслă конкурссемпе вăйăсене хутшăнса чунĕсем каниччен ахăрчĕç, шÿтлерĕç. Виктор Павловпа Александра Александрова кăмăл тăвакансене пурне те катаччи чуптарса савăнтарчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уяв вĕçĕнче Çăварнин кĕлеткине çунтарчĕç.

Илемлĕ тумсем, шăнкăравăн кĕмĕл сассисем, хаваслă юрă-кĕвĕ, çынсен савăнăçпа çиçекен сăн-пичĕ уява хăйне евĕрлĕ сăн кĕртрĕç.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика