АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни шăнкăравĕ

02 марта 2012 г.

Катаччи те çăварни!

Çăвар тулли икерчи,

Кĕсье тулли пĕремĕкĕ,

Ма çăварни теес мар...

Çăварни – халăх юратакан уявсенчен пĕри. Ĕлĕкрен килекен йăлапа çăварни эрнинче икерчĕ пĕçереççĕ, лаша пĕкки çине шăнкăрав çакса, çунисене илемлетсе катаччи чупаççĕ. Çăварни тесен ачасемпе яшсем çеç мар, ваттисен те чунĕ хĕпĕртет, мĕншĕн тесен çак уяв çитрĕ пулсан, хĕл те нумая пымасть, çуркунне çывхарать. Çанталăк хĕллехи пулсан та çуркунне çывхарни сисĕнет. Этем чунĕ çулталăкăн илемлĕ вăхăтне туять: тÿпере сайра хутра курăнакан хĕвел те урăхларах пăхать пек, кун та вăрăмланса пырать.

Сител ял халăхĕ те çак уява ĕлĕкхи йăлана пăхăнса çăварни ăсатма йышлăн пухăнчĕ. Ку хутĕнче те вăл савăнăçлă иртрĕ. Культура ĕçченĕсем илемлетнĕ ял варринчи лаптăка В.Дмитриев ертсе пыракан фольклор ансамблĕ çăварни юррисем шăрантарса тухрĕ. Вăйă-кулă чылайччен илтĕнсе тăчĕ.

Пылпа сĕрнĕ çăварни икерчине Л.Софронова никама та тутантармасăр хăвармарĕ. Йĕс шăнкăравсемпе тата пурçăн тутăрсемпе илемлетнĕ лашасемпе вĕтĕр-шакăра, çамрăксене ял тавра катаччи чуптарчĕç. Шăпăрлансем сăрт патши пулас тесе чылайччен пĕр-пĕринпе тĕркĕшрĕç. Вĕрен туртса вăй виçесси, çунашкапа ярăнасси, чукуна ухватпа ÿкермесĕр жюри патне чи малтан илсе çитересси уява илем кÿчĕ. Хаваслă конкурссене ваттисем те хаваспах хутшăнчĕç.

Уяв программине ертсе пыракан хĕле ăсатма вăхăт çитнине пĕлтерсен сăрт çине вырнаçтарнă, улăмран тунă, хĕрарăм кĕпи тăхăнтартнă Çăварнине вут тĕртсе çунтарса ячĕç. "Çăварнине ăсататпăр, хĕвел ăшшине кĕтетпĕр!" – тесе кăшкăрни уçă сывлăшра инçете саланчĕ. Мĕн каçччен илемлĕ юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ.

Ю.КИРИЛЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика