02 марта 2012 г.
Сакăр вунна çывхарать Улатимĕр мучи. Çулĕсене кура мар кĕрнеклĕ çан-çурăмлă, юр пек шурă сухаллă ватă çав-çавах алă усса ларма мехел çитереймест. Ара, икĕ алла пĕр ĕç тенĕ пек, кулленех хăй вăйĕпе чĕртнĕ садра тăрмашать. Ĕçленĕ май юрă та ĕнĕрлесе илет:
Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми, атти-анни...
Мĕн каласси пур, çĕр ĕçĕпе куштăркаса хытнă алăсемшĕн ĕçĕ çеç пултăр мар-и.
Мучи вăшăл-вашăл пулма тăрăшать: кĕреçе илет те, улмуççи айне кăпкалатать, акшар шывĕпе йывăç вуллине шуратать. Ĕçе тĕплĕ тăвать вăл. Типтерлĕх уншăн саккунпа пĕр шайрах. Çакăн пек пулма ăна аслисем вĕрентнĕ. Халĕ те астăвать-ха аслашшĕ каланă сăмахсене: "Çĕр тĕрекĕ, пурнăç илемĕ хамăрта", – тенине.
Вĕсен ратнинче ĕç патне сивлек çынсем пулман. Хурт-хăмăр ĕрчетесси, пахча çимĕç туса илесси, йывăç лартса ÿстересси пĕр несĕлтен тепĕр несĕле куçса пырса çак тарана çитиех упраннă. Мучи ĕçне малалла тăсаканĕсем вара – ывăлĕпе хĕрĕ, мăнукĕсем. Ачисем ÿссе çитĕнсе хăйсене килĕшекен ĕç суйласа илчĕç. Пепкисенчен пĕри те хулана ăнтăлмарĕ. Ял хушшинче усал хыпар илтсе курман. Çакăншăн чун-чĕререн хĕпĕртет Улатимĕр мучи. Хĕрĕ – Марук – выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулса тăрмашать, кĕçĕнни – Санькка – Улатимĕр мучи пекех çут çанталăк тусĕ, утарçă вăл. Мăнукĕсене те хурламалла мар. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав. Ашшĕ-амăшĕ туса ĕлкĕреймен килти ĕçсене хушмасăрах пурнăçлаççĕ. Шел, Альтук кинеми йывăр чиртен сывалаймарĕ. Ачисемпе савăнса çеç пурăнмаллаччĕ те... Мĕн тăвăн; Турă çырнинчен иртме çук теççĕ çав. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, курма пÿрнĕ шăпама курмаллах.
Улатимĕр мучи хăш чух хăйне уйра ларакан пĕчченçи йывăçпа танлаштарать. Анчах ку шухăш ниепле те пуçа кĕрсе вырнаçмасть. Йăпанчăкĕсем хăйпе юнашар пулни ăна пурнăç таппипе пĕр тан утма хистет.
Аса илÿ хыççăн аса илÿ... Сăмах çăмхи сÿтĕлет. Чим-ха, ура сасси илтĕнет мар-и; Сашук иккен, мăнукĕ.
– Асатте, атя апат çиме. Анне хуран кукли пĕçерчĕ. Сана чĕнсе килме хушрĕ, – терĕ ача аслашшĕне асăрхасан.
– Ачам, хырăм хыр тăррине кайма ĕлкĕреймен-ха манăн. Эсĕ вĕçтерех, эпĕ çиччас, – терĕ мучи.
– Çук, асатте, сансăр ниçта та каймастăп. Анне те çавăн пекех хушрĕ, – килĕшмерĕ Сашук.
Кунĕ ăшă та тÿлек. Çĕрлехи шалкăм çумăр хыççăн сывлăш уçă. Пыл хурчĕсем те ĕçе пуçăннă. Епле сĕрлеççĕ. Пĕр чечек çинчен теприн çине вĕçсе пыл пуçтараççĕ. Çак илемпе киленсе ваттипе вĕтти килĕ еннелле утрĕç.
Елена ВАСИЛЬЕВА.
Янкăлч ялĕ.