02 марта 2012 г.
Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕн заведующийĕ Роза Малина тата чăваш тумне тăхăннă Алешăпа Лена район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхне Юрий Алексеева тата Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхне Валерий Иванова авалтан пыракан йăлапа çăкăр-тăварпа, килте тунă сăрапа кĕтсе илчĕç. Çапла чыслама сăлтавĕ пысăк: кунта кĕçĕн çултисен иккĕмĕш ушкăнĕ уçăлать. Ушкăнра 20 ача пулĕ. Вĕсемпе Альбина Иванова воспитатель тата унăн пулăшуçи Марина Иванова ĕçлĕç, тĕрĕсрех каласан садикри амăшĕсем пулса тăрĕç.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн чĕннĕ хăнасем, тĕпренчĕкĕсене çавăтса килнĕ, ăшă кулăпа çиçекен сăн-питлĕ амăшĕсемпе ашшĕсем, кукамăш-асламăшĕ çутă та хăтлă зала кĕчĕç. Савăнăçлă пуху ача сачĕн коллективĕ "Пирĕн сад" юрра шăрантарнипе пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хушма ушкăн уçăлнă ятпа саламларĕ. Вăл каланă тăрăх, иртнĕ çул шкул çулне çитмен 140 ачана хушма вырăн тупса садиксене вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтра çакăн пек ушкăнсем Пайкилт, Вăтакас Кипеч тата Çеçпĕл ялĕсенче уçма палăртнă. Владислав Васильевич пушă алăпа килмен: пĕчĕккисене парне пачĕ, вĕсене пăхса тăракан Нина Павлова, Алина Васильева, Ираида Павлова воспитательсене çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре нумай çул ĕçленĕшĕн тата çак ĕçри çитĕнÿсемшĕн райадминистрацин Хисеп грамотине парса чысларĕ. Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев ача сачĕн заведующийĕн Роза Малинан, воспитатель пулăшуçисен Надежда Алексееван, Людмила Блинован тата Елена Егорован, Галина Александрова поварăн, кĕпе-йĕм тата вырăн таврашне çăвакан Вера Андрееван, хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Людмила Борисован кăмăлĕсене çĕклерĕ. Вĕсем Юрий Алексеевич аллинчен вĕренÿ управленийĕн Хисеп хучĕсене илчĕç.
Район депутачĕн Пухăвĕн тата Уçырма ял тăрăхĕн депутачĕсем Валерий Васильевпа Валентина Чебукова, районти граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай пуçлăхĕ Ирина Сергеева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов, культура çурчĕн директорĕ Юлия Николаева, библиотека заведующийĕ Марина Петрова ача сачĕн коллективне шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ ачасемшĕн иккĕмĕш килĕ пулса тăтăр, вĕсем тĕрĕс воспитани илччĕр тесе вăй-хала шеллемесĕр ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕç. Хăйсен саламлă сăмахĕсене хаклă парнесемпе çирĕплетрĕç. Ашшĕ-амăшĕ те ырă сăмахсем тупрĕ. Ача сачĕн заведующийĕ Роза Малина Аннăпа Дмитрий Павловсене теттесем хумалли стенка туса панăшăн чĕререн тав турĕ.
Вырăнти вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем, ача сачĕн воспитанникĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç, сăвăсем каларĕç. Пурте пĕрле картана тăрса хаваслă ташă ташларĕç. Мероприяти садика пуçласа килнисене ушкăн эмблемине кăкăр çине çакса янипе вĕçленчĕ.
В.АЧЧА.