02 марта 2012 г.
Раççейри ШĔМĕн
Чулхулари академийĕ пĕлÿ илес текенсене куçăмлă тата куçăмсăр майпа вĕрентсе кăларать. Пулас специалистсем çак факультетсенче пĕлĕвне малалла аталантарма пултараççĕ: аслă професси пĕлĕвĕ, вăтам професси пĕлĕвĕ, ФЗО, ФПК.
Академи структурине 5 филиал кĕрет, пĕтĕмпе 6 факультет, пĕлÿ илекенсем 18 кафедрăра 70 ытла пĕлÿ дисциплинине вĕренсе алла илеççĕ. Наукăпа тĕпчев тата вĕренÿ ĕçне наукăн 20 ытла докторĕ, наукăн 112 кандидачĕ, 16 профессор тата 57 доцент йĕркелесе пыраççĕ.
Раççейри ШĔМĕн Чулхулари академине кам вĕренме кĕме пултарать-ха; Унта Раççей Федерацийĕн 25 çула çитмен гражданинĕ, енчен те вăл тулли вăтам пĕлÿ илнĕ тата сывлăхĕ енчен çирĕп пулсан хăйĕн кандидатурине тăратма пултарать. Тĕплĕнрех вырăнти шалти ĕçсен пайĕнче паллашма пулать. Академие вĕренме каякансен кандидатурине шăпах унта пăхса тухаççĕ, кирлĕ документсене хатĕрлесе çитернĕ хыççăн института ярса параççĕ.
Экзаменсене тытма çамрăксене хула тулашĕнчи вĕренÿ лагерьне илсе каяççĕ, вăл вăрманта, Линда шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Абитуриентсен апатшăн çеç укçа тăкаклама тивĕ, казармăсенче пурăнни тата вырăн таврашĕ тÿлевсĕр.
Экзаменсене çурла уйăхĕнче тыттараççĕ. "Йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ" (аслă юридици пĕлĕвĕ, 5 çул вĕренмелле) специальноçа алла илес тесен çак предметсене лайăх пĕлмелле: общество пĕлĕвĕ, вырăс чĕлхи тата литератури, Раççей историйĕ, физподготовка. Экзаменсене тытма пуçăниччен кашни кандидат академинче медтĕрĕслев тухать.
А.МАЛОВ,
начальник çумĕ.