02 марта 2012 г.
Кĕçех пысăк уяв, пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ çывхарать. Хĕрарăмсем чечек çыххисене çуралнă кунпа хĕрарăмсем уявĕнче çеç мар, кашни кунах, сăлтавсăрах илме юратаççĕ. Анчах кашни арçын парнелекен чечексен пĕлтерĕшне пĕлет-и;
Флористика – чăн-чăн наука. Японипе Китай çĕршывĕсенче вăл вăйлă сарăлнă. Чечекпе унăн тĕсĕ пĕлтерĕшне пĕлсе кунти çынсем пĕр-пĕрне парне параççĕ, чечек çыххипе калаçма пĕлеççĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх арçынсем хĕрĕсемпе арăмĕсене, амăшĕсемпе пĕртăванĕсене тĕттĕм хĕрлĕ роза парнелеççĕ, пĕр-ремĕш тĕл пулăва кайнă чух та. Кĕрен роза кăна юратăва пĕлтерет. Çутă хĕрлĕ роза та кăмăлланине кăтартать. Тĕттĕм хĕрлĕ роза вара траура, пĕр-пĕр тăван вилнишĕн хуйхăрнине палăртать.
Килĕшекен çамрăк хĕре шурă е çурăлма ĕлкĕреймен роза парнелесен аванрах, мĕншĕн тесен ку тасалăха палăртать.
Арçынсене çакна калас килет: розăсăр пуçне тата ытти илемлĕ чечексем пайтах. Çавăн çинчен те манса ан кайăр.
Сарă тюльпан – уйрăлу тени пĕртте тĕрĕс мар. Ăна кашни хĕрарăма парнелеме юрать. Хĕрлĕ тюльпан вара вăйлă туйăма çирĕплетет. Астрăсене асăрханса парнелемелле, вĕсем пĕр вăхăтрах юратăва та, траура та пĕлтереççĕ.
Типĕтнĕ чечекпе юратнă хĕр патне ан кайăр, вăл сÿннĕ юратăвăн палли.
Гвоздика – калаçма юратакан чечексенчен пĕри: кĕрен гвоздика – эпĕ сана нихăçан та манмастăп;
хĕрли – ман чĕрем саншăн çунать;
йĕпкĕн хĕрлĕ – ман туйăм улшăнсах пырать;
сарри – эсĕ манран таратăн, эппин мана кирлĕ мар;
шурри – чи çепĕç туйăмпа, таса кăмăлпа юрататăп;
тĕрлĕ тĕсли – çук, эсĕ ман мар тенине пĕлтереççĕ.
Хĕре унăн илемĕпе киленнине палăртас килсен лили е сирень парнелĕр. Нарцисс вара пĕр енлĕ юрату палли.
Хĕрарăмсем уявсенче чечек парнеленине хăнăхса çитме пултараççĕ. Çавăнпа та кĕтмен çĕртен, ăнсăртран панă парнесемшĕн питĕ савăнаççĕ, нихăçан та манмаççĕ.
Чăн та, чечексен тĕнчинче пурнăç та илемлĕрех...
Е.ВАСИЛЬЕВА,
Янкăлч ялĕ.