АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надежда Заводскова тата "Эмине"

02 марта 2012 г.

Канашра, республикăн тĕп хулинчи пекех, эстрада юрăçисен концерчĕсем çине-çинех иртеççĕ. Кам кăна килмест-ши кĕркуннерен çуллаччен. Вĕсен хушшинче хăйсене "эстрада çăлтăрĕ" тесе хаклакансем те, ят-сума чăннипех тивĕçнисем те, юрăçсен ушкăнне ăнсăртран лекнисем те пур. Кашниех хăй кăмăллакан артист пултарулăхне кайса курма тăрăшать. Ку аван та, кулленхи ĕç-пуçран канса илме шăпах меллĕ самант. Унсăр пуçне артистсен пултарулăх шайне танлаштарса хаклама та пулать.

Ытлари кун, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ умĕн, Надежда Заводскова Канаш енĕн çыннисене пысăк та илемлĕ концертпа савăнтарчĕ. Унпа пĕрле вăл ертсе пыракан "Эмине" эстрадăпа фольклор ансамблĕ, Валерий Клементьевпа Валерий Дмитриев, Любовь Гордеева килнĕ. Концерт программине Чăваш радион маттур журналисчĕ Володя Тимофеев ертсе пычĕ.

"Эмине" тени мĕне пĕлтерет вара тейĕ вулакан. Владимир Тимофеев ăнлантарнă тăрăх, чăвашсен авалхи пирвайхи хĕрарăм çыравçи Эмине ятлă пулнă иккен. Ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Надежда Заводскова хăй – мĕн пур чăваш хĕрарăмĕсен Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Надежда Ивановнăпа эпир, яманкассисем, чăн-чăнах мухтанатпăр, çавăнпа ун çинчен çырмасăр мĕнле тăрăн-ха. Вăл шăпах пирĕн ялтан пулни пушшех хăпартлантарать. Кашни çулах Питравра ял уявне ирттерессине те вăлах пуçарса ячĕ те, çак йăла халĕ çулсерен вăй илсе пырать. Уявăн йĕрки юрă-ташă та ĕçкĕ-çикĕ мар, вăл спорт ăмăртăвĕсемпе те самай пуян: урампа урам футболла, волейболла выляса ăмăртаççĕ, хăйсенче вăй-хал тапса тăнине туякансем алă вăйĕ виçсе, кире пуканĕ йăтса тупăшаççĕ. Чăваш тумĕллĕ хĕрарăмсем авал несĕлсем вăййа тухнă вырăнта вăйă картине тăраççĕ... Инçетри хуласенче пурăнакансем пирвайхи Питравра пулманран юлашки çулсенче отпуск вăхăчĕсене ятарласа июльте илнине калаççĕ. Мускавра пурăнакансем, сăмахран, çак уява пĕр-икĕ кунлăха та пулин килсе каяççĕ. Пĕрле вĕреннисен тĕл пулăвне çак куна палăртнă тĕслĕхсем те пулкаланă. Кĕскен, Надя аякра та çывăхра пурăнакан ял-йыша пĕрле пуçтарăнма сăлтав тупса паратех. Ку сăмах май калани пултăр.

Халĕ концерта таврăнар. Каларăм ĕнтĕ, Канаша чăвашăн тем тĕрлĕ пултаруллă çынни те килет. Çапах та Заводскован концерчĕ, тем тесен те, ыттисеннинчен уйрăларах тăрать. Надежда Ивановна йĕркеленĕ "Эмине" ансамбль çамрăк-ха, апла пулин те куракан кăмăлне çавăрма пĕлеççĕ унти яшсемпе хĕрсем. Хăйсенче çамрăклăхри ниçта шăнăçайми талант вĕресе тăнипе, илемĕпе, хăюлăхĕпе... Тĕрлĕ инструментпа ăста каланипе те. Акă пĕр хушаматлă Фаинăпа Антонина Лукинасем чăваш халăх, чăвашсен паллă композиторĕсен юррисен кĕввисенчен хатĕрленĕ поппури залра ларакан пĕр çыннăн кăмăлне те тивĕçтермесĕр хăвармарĕ-тĕр. Купăса мĕнле çăмăллăн калаççĕ тата юрлаççĕ-ха та. Сăмах май, Фаина Лукина пирĕн районтан иккен, шел, хăш ялтан пулнине пĕлместĕп. Антонина – Елчĕк ен хĕрĕ. Ансамбльти Ольга Орловăпа Николай Изендеев, Катя Лукиянова, Александр Сорокин та эстрадăна ăнсăртран лекмен. Çамрăксем – Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, республикăри культура училищинче вĕренекенсем. Вĕсем юрă-кĕвĕ никĕсне çирĕп пĕлеççĕ, музыка инструменчĕпе каламалли ăсталăха алла илнĕ.

Сарă ту чăвашĕн Валерий Клементьевăн творчествине никам та тиркеймĕ. Вăйлă уçă сассипе кĕрлеттерсе ярать те пĕрре – юрă вĕçлениччен сывламасăр итлетĕн. Вăл вĕт профессионал. Валерий Дмитриева та кăмăллама ĕлкĕртĕмĕр. Малтан ăна "Шофер юррипе" ытларах пĕлнĕ пулсан, халĕ унăн репертуарĕ çепĕç юрăсемпе пуян. Любовь Гордеева шăрантаракан юрăсене ытларах Чăваш наци радио эфирĕнче итленисем, Чăваш телевиденийĕпе курнисем хальхинче хăйне курса хаклама пултарчĕç.

Концерта çав тери кăмăллă ертсе пыракан бархат саслă Владимир Тимофеев журналист çинчен епле каламасăр хăварас-ха. Вĕсем Надежда Заводсковăпа иккĕшĕ дуэтпа юрлакан юрăсем шăнтса-вĕрилентерсе яраççĕ. Кама мĕнле те, мана питĕ килĕшрĕ.

Пысăк тав Надежда Ивановнăна пиртен вăхăтсăр сарăмсăр уйрăлнă тăванăмăрăн Александр Владимировăн юррисене халăх патне çитернĕшĕн. Кĕлетки вилнĕ пулсан та унăн чунĕ, ячĕ чĕррине туйса тăратпăр. Тавах. Ăнăçу сире тата "Эмине" ансамбле. Куракан патне çитмелли çулăр яланах такăр та телейлĕ пултăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика