02 марта 2012 г.
Ĕçне кура – хисепĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче 27-мĕш номерпе кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн халăхăн социаллă хÿтлĕхĕ енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин "Канашри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр" бюджет учрежденийĕн киле пырса пулăшакан 1-мĕш уйрăмĕн заведующине Елена Гурьевна Дубовăна "Чăваш Республикин халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Елена Гурьевна халăха социаллă хÿтлĕх парас ĕç системинче 20 çул ытла ĕçлет. Ăна ĕçтешĕсем те, пулăшу илекенсем те ырă кăмăлĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн хисеплеççĕ.
Атнашра шкул,
Пайкилтре культура
çурчĕсене çĕнетĕç
Ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă, пĕр вырăнтах тăвас тата вĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçа кĕртекен пилот проект малалла тăсăлать. Февраль пуçламăшĕнче программăна хутшăнакан ял тăрăхĕсем тăратнă документсен пуххине Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ тишкернĕ, конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă.
Вĕренÿ объекчĕсен 18 çуртне çĕнетме палăртнă. Çав йышра Атнаш та пур. Культура учрежденийĕсен 17 çуртне тĕпрен юсама суйласа илнĕ. Кунта пирĕн районти Пайкилт ялĕ те лекнĕ.
Атнаш çамрăкĕ –
супер каччă
Энтриялĕнчи культура çуртĕнче районăн "Супер каччă" конкурсне ирттернĕ. Ăна Раççей историйĕн çулталăкне, район 85 çул тултарнине тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă. Унта 13 ял тăрăхĕнчен 14 каччă хутшăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров саламланă, пултарулăх тупăшăвĕнче ăнăçу суннă.
Конкурс программине хăвăнпа паллаштарассине, пултарулăх номерне кĕртнĕ. Конкурсантсем тĕплĕн хатĕрленнине, Тăван çĕршывăн историне лайăх пĕлнине кăтартса панă.
Жюри пĕрремĕш вырăна Янкăлчри Н.Дмитриев, иккĕмĕшне Энтриялĕнчи А.Николаев, виççĕмĕшне Сиккассинчи И.Фадеев çĕнсе илнине пĕлтернĕ. "Супер каччă" ята Атнаш çамрăкĕ А.Никитин тивĕçнĕ. Конкурса хутшăннисене дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.
Конкурссене
пĕтĕмлетнĕ
Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министерстви йăлана кĕнĕ смотр-конкурссен 2012 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене министерствăн анлă ларăвĕнче наградăланă.
Чăваш Енĕн чи лайăх спортсменĕсем хушшинче К.Кириллова та пур. Ксения – Канаш хĕрĕ. Çăлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Н.Федорова спорт резервĕнче тăракансем хушшинче иккĕмĕш ретре пулнă. Хучел ял тăрăхĕн "Хучел" спорт клубне ачасем, çул çитмен çамрăксем хушшинче физкультурăпа сывлăх ĕçĕсене лайăх йĕркеленĕшĕн ялти клубсем хушшинче чи лайăххи тесе йышăннă. Бассейнлă тата спорт залĕллĕ физкультурăпа спорт комплексĕнчен малти виçĕ вырăна йышăннисем хушшинче Канашри "Локомотив" ФСК та пур. Унăн кăтартăвĕ виççĕмĕш. Спорт журналисчĕсен конкурсĕн "Фотофакт" номинацийĕнче "Ульяновец" хаçатăн тата университетăн официаллă сайчĕн фотокорреспонденчĕ О.Игнатьева çĕнтернĕ. Вăл – Шуркасси хĕрĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студенчĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.