АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат илемлĕ тухтăр тесе тăрăшать

02 марта 2012 г.

Хаçат илемлĕ тухтăр тесе тăрăшать

Редакци пÿлĕмне тăпăлкка кĕлеткеллĕ, вăтам пÿллĕ, сарă çÿçлĕ хĕр кĕрсе тăчĕ. Сывлăх суннă хыççăн хăйне кунта практикăна яни çинчен, ятне-шывне пĕл-терчĕ. Ирина ятлă иккен, хушамачĕ Храмова. Хулари 16-мĕш номерлĕ професси училищинче электрошутлав машинин операторне вĕренет. Практика хыççăн диплом илет. "Чăвашла вулама-çырма пĕлетĕн-и-ха; Кунта текстсене компьютерпа вырăсла кăна мар, чăвашла та пуçтарма тивет. Мĕншĕн тесен хулан та, районăн та хăйĕн хаçат", – терĕм эпĕ. "Пĕлетĕп-çке", – пулчĕ хурав.

Ирина Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Валерий Иванович, Канашри керамика заводĕнче ĕçленĕ. Хваттер илсен çемйине хулана илсе килнĕ. Ун чухне Ирина тăваттăра пулнă. Çул çитсен 7-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренме тытăннă. Асламăшĕ вилсен, çурт ан хупăнтăр тесе амăшĕ, Людмила Михайловна, кĕçĕн хĕрне Кивĕ Эйпеçе илсе кайнă. Унти шкула Ирина икĕ çул çÿренĕ. Тăхăр класс пĕтерсен Канаша таврăннă.

– Темшĕн-çке манăн медик пулас килетчĕ. Канашри медицина училищине каяс шут пуррине аттепе аннене каларăм. Анчах та унта вĕренме кĕме конкурс пысăккине пĕлсен шухăша улăштартăм. Компьютер та илĕртнĕ мана. Çав ăслă машинăна хама "итлеттерес" килетчĕ. Çанталăк кĕр енне сулăнсан документсене училищĕн йышăну комиссине кайса патăм, – терĕ Ирина.

Вĕренÿ учрежденийĕн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнать, тĕрлĕ мероприятире пуçарулăхĕпе палăрать. Республикăри професси училищисенче вĕренекенсем хушшинче вырăс чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăнать. Училищĕре Ирина специальноçпа пĕрле вăтам пĕлÿ те илет, ашшĕпе амăшне, пиччĕшĕпе аппăшне хĕрлĕ дипломпа савăнтарать.

Практика вăхăтĕнче ĕçченлĕхĕпе, хушнă ĕçе вăхăтра, тĕплĕ тунипе палăрать, чăвашла, вырăсла лайăх пĕлнине, тĕрĕс çырнине кура "Канаш" хаçат редакцинех йышăнаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, ун пек специалиста тупма çăмăлах мар, пирĕншĕн вăл, халăхра калашле, ылтăн чăмаккиех пулчĕ.

И.Храмова хула хаçатне калăплать. Район хаçачĕн операторĕ отпускра чухне е чирлес-тăвас пулсан унăн ĕçне те тăвать. Вулакансем алла тытма кăмăллă пултăр тесе хаçата илемлетсе калăплама тăрăшать. Нумаях пулмасть пĕлĕвне Мускаври телевидени тата радиохыпарлав ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институтра журналистика программин курсĕнче ÿстерчĕ. "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсенче пичетленнĕ материалсенчен чи пĕлтерĕшлисене Чăваш Енĕн массăллă информаци хатĕрĕсен сайтне вăхăтра ярса тăрать. "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсен сайчĕсене те çийĕнчех вырнаçтарать. Хушнă ĕçе турткалашса тăмасăр тĕплĕн пурнăçлать. Çавăнпа та редакци сотрудникĕсем ăна хисеплеççĕ, вĕсенчен Ирина çинчен каланă ырă сăмахсене тăтăшах илтетĕн. "Пирĕн Ирина!" – теççĕ ун пирки.

Ирина ĕçленĕ хушăрах Канашри финанспа экономика колледжĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе патшалăхпа муниципалитетет финансĕсен специалисчĕн ĕçне алла илет. Шут ĕçне пĕлни ăна оператор ĕçĕнче пĕртте ытлашши мар. Пĕлтерÿсемпе рекламăсем хаçат страницинче мĕн чухлĕ вырăн йышăннине хăвăртах шутласа парать, хакне те палăртать. Хăш-пĕр чухне бухгалтерипе çыхăннă ĕçе те пурнăçлама шанаççĕ ăна.

Ĕçне кура – хисепĕ. И. Храмовăна тунă çитĕнÿсемшĕн хула администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Кăçал вара вăл производствăри курăмлă çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕç пулнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика