АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПИДран сыхланăр

29 февраля 2012 г.

СПИД – иммунитет дефицитне палăртакан синдром, çакă организм текех инфекци тата шыçă чирĕсемпе кĕрешме пултарайманни çинчен калать. СПИД сăлтавĕ – ВИЧ, вăл организмри тĕрлĕ клеткăна сиен кÿрет, иммунитет системине хавшатать. ВИЧ лексе СПИДа куçиччен 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен иртме пултарать. СПИД аталанса çитиччен çын хăйне лайăх туять, сывă курăнать, вирус лекни çинчен пĕлмесен те пултарать.

Инфекци лекнĕ çын (ВИЧ хăш вăхăтра ернине пăхмасăр) ыттисене çăмăллăнах чирлеттерме пултарать. ВИЧ юнра, спермăра тата кăкăр сĕтĕнче упранать. Çавăнпа та инфекци ар çыхăнăвĕ урлă, пĕр шприцпа усă курнă чухне, кăкăр ĕмĕртнĕ чухне амăшĕнчен ачине куçма пултарать.

ВИЧ чуп тусан, алă тытсан, бассейна е мунчана çÿресен, апат тата савăт-сапа урлă сывă çынна ермест. Çак инфекцие хурт-кăпшанкă та сараймасть, вăл сывлăш урлă та куçма пултараймасть (апчхулатнă тата ÿсĕрнĕ чухне сурчăк сирпĕнсен, куççуль лексен).

Иккĕленÿ туйăмĕ хăçан çуралма пултарать-ха; Енчен те сирĕн практикăра сыхланман ар çыхăнăвĕ пулнă пулсан (презервативсăр), наркотик инъекцийĕ тусан, "таса мар" инструментсемпе ÿт çинче пирсинг тутарттарсан е тату ÿкерттерсен.

СПИДран сыхланас тесен мĕн пĕлмелле-ха; Ар çыхăнăвĕ валли яланах пĕр партнер пулмалла. Наркотиксемпе ашăнмалла мар. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пымалла.

Çулталăк пуçланнă тĕле Чăваш Енре ВИЧ инфекциллĕ 1334 çынна тупса палăртнă. Вăл шутран 128-ĕшне – 2011 çулта. Пуçласа шута илнĕренпе 257-шĕ пурнăçран уйрăлнă, СПИД аталанса çитнĕ тапхăрта – 62-шĕ. Пĕлтĕр СПИДа пула 42 çын вилнĕ, 17-шĕ чир аталанса çитсен. Пирĕн республикăра раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне çак амакпа организмне сиенлетнĕ 1091 çын пурăнни паллă. Диспансери учетĕнче 1033 çын тăрать.

Пирĕн районта пĕлтĕр ВИЧ инфекциллĕ çынсене виçĕм çултинчен ытларах тупса палăртни хытах пăшăрхантарать. Енчен те 2010 çулта 4 çын пулнă пулсан, 2011 çулта вĕсен йышĕ 13 çынна çитнĕ. Çак кăтарту республикăпа илсен чи пысăкки. Хăвăр сыхланмасан СПИДран сире никам та сыхласа хăвараймĕ. Енчен те сирĕн иккĕленÿ туйăмĕ çуралчĕ пулсан районти тĕп больницăра инфекционист патĕнче анонимлă майпа тĕрĕсленме пултаратăр.

А.ИГНАТЬЕВ,

инфекционист врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика