29 февраля 2012 г.
Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин Санкт-Петербургри университечĕ – Раççейĕн ШĔМĕн пĕлÿ учрежденийĕсен системинче кăна мар, çĕршыври юридици вузĕсен йышĕнче те чи пысăкки шутланать. ВУЗ шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекен, Раççейĕн ШĔМĕн финанспа экономика, ревизипе контроль подразделенийĕсен тата çĕршыври ытти министерствăсемпе ведомствăсенче ĕçлекен специалистсене хатĕрлесе кăларать. Пĕлÿ учрежденийĕн ертÿçисем Англири, Германири, СШАри, Финляндири, Францири, Монголири тата СНГ çĕршывĕсенчи вĕренÿ заведенийĕсемпе тата полици органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.
Раççейĕн ШĔМĕн Санкт-Петербургри университетĕнче 17-25 çула çитнĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсем (хĕр е каччă пулнине, наци, религи... уйрăмлăхĕсене пăхмасăр) куçăмлă майпа вĕренме пултараççĕ. Куçăмсăр майпа 35 çула çитмен, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекен сотрудниксен пĕлÿ илме май пур.
Çÿлерех асăннă ВУЗа вĕренме каяканăн кандидатурине вырăнти шалти ĕçсен органĕсем хатĕрлеççĕ. Кадрсемпе ĕçлекен аппарат института кандидат çине хатĕрленĕ документсем тăратать. Институт начальникĕ чĕнÿ хучĕ янă хыççăн пулас курсанта экзаменсем тытма направлени çырса параççĕ.
Экзаменсем пуçланиччен кандидатсем вĕренÿ заведенийĕнче профессипе психологи тĕрĕслевĕ, медицина комиссийĕ тата наркотиксемпе ашкăнма пултарнине палăртакан тест витĕр тухаççĕ. Тĕрĕслев хыççăн панă рекомендацисене йышăну комиссийĕ çирĕп шута илет.
"Экономика хăрушсăрлăхĕ" специальнăçа суйласа илнисем институтра куçăмлă майпа пилĕк çул вĕренеççĕ, вĕсен çак предметсемпе экзаменсем тытмалла пулĕ: математика, вырăс чĕлхи тата литератури, экономика географийĕ, физподготовка. Çак тĕрĕслевсем çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен пыраççĕ.
Экзаменсене ăнăçлă тытнă çамрăксене курсантсен йышне илеççĕ, вĕсене стипендипе, укçасăр апатпа, общежитипе тата тумтирпе тивĕçтереççĕ.
А.МАЛОВ,
начальник
пулăшуçи.