АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте кăмăллă пулчĕç

29 февраля 2012 г.

Çеçпĕл вăтам шкулĕнче ОБЖ предметне вĕрентекенсен районти семинарĕ иртрĕ. Вăл Ю.Кирилловăн уçă урокĕпе уçăлчĕ. Юрий Алексеевич "Сывлăхран хакли çук" тата "Афганистан – чĕре суранĕ" темăсене хускатрĕ.

Н.Егоров Янкăлч вăтам шкулĕнче чылайранпа ĕçлет. Николай Егорович "Кам вăл сывă çын" темăпа тухса калаçрĕ. Вăл ачаранпах спортпа туслă. 15 çул ĕнтĕ кашни ир ÿт-пĕвне çăлран ăснă сивĕ шыпа пиçĕхтерет. Çеçпĕлте пурăнакан 77 çулти А.Иванов ирсерен Ямаш ялĕ патне çити чупса килет. Эрех-сăрапа иртĕхмест, культура çуртне юрлама-ташлама çÿрет. Андрей Иванович семинара килнисене çамрăк чухнехилле ташласа кăтартрĕ. Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче Ямаш-Шăхасан маршрутпа иртекен чупава хутшăнса хăй çулĕсенчи ушкăнра малти вырăнсене йышăнать.

А.Никифоров Афганистанри событисене хутшăннă. Александр Сергеевич машинăпа совет самолечĕсем валли топливо турттарнă, вилĕме пĕрре мар куçран пăхма тивнĕ ăна. Сывламасăр тенĕ пек итлерĕç унăн аса илĕвĕсене. Ачасем çурта çутса юрланă юрă кашнин чĕрине хускатрĕ. Шкул директорĕ А.Петров пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕ.

Семинара район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ В.Федоров пĕтĕмлетрĕ. Вăл сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн яваплă пулас туйăма аталантарас, сиенлĕ йăласене хирĕçле воспитани парас тĕллевпе йĕркеленĕ семинар тухăçлă та усăллă иртнине палăртнă.

А.КИРИЛЛОВА,

вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика