29 февраля 2012 г.
Çур аки çывхарать
Район администрацийĕнче ял хуçалăх организацийĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансен канашлăвĕ иртнĕ. Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ – ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсене йÿнетнĕ хакпа дизтопливăпа тата бензинпа тивĕçтересси.
Çак ыйтупа район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçнă, çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексене мĕнле йĕркепе валеçессине ăнлантарса панă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хакне 30 процент таран йÿнетнĕ дизтопливăна тата бензина "Лукойл" нефть компанийĕ тăратать. Район валли дизель топливи 396 тонна, автобензин 10 тонна уйăрнă.
Канашлура çавăн пекех хуçалăхсем çур акине мĕнле хатĕрленнине пăхса тухнă, акмалли вăрлăх пахалăхĕпе интересленнĕ, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Туслă лару-тăрура
Район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕнче ĕçлекенсем Карăклăри тĕслĕх библиотекăра районти нумай ачаллă çемьесене чысланă. Çак çемьесем пурнăçра активлă, сывă пурнăç йăли-йĕркине тытса пыраççĕ, ачасемпе çыхăннă акцисене тата мероприятисене хутшăнсах тăраççĕ.
Тимофеевсем, Волковсем, Николаевсем тăватшар ача ÿстереççĕ, Федоровсен çемйинче пилĕк ача çитĕнет. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене мĕнле воспитани пани çинчен каласа панă. ЗАГС пайĕн тĕп специалисчĕ И.Морозова нумай ачаллă çемьесене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарнă. Е.Егорова специалист чĕннĕ çемьесемпе мастер-класс ирттернĕ. Пурте пĕрле çывăх тăванĕсем валли парне ăсталанă. Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Козлов çемьесене çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.
Çĕнĕ автобус
çула тухĕ
Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕн паркĕнче тата тепĕр автобус хушăннă. "ПАЗ–3204" автобусра лармалли вырăнсем – 29. Çĕнĕ транспортпа экскурсисене çÿренĕ çĕрте усă курма палăртнă.
Предприяти пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ событине савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Унта хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, архитектура тата хула хуçалăхĕн пайĕн пуçлăхĕ М.Ильин, "Чăвашавтотранс" патшалăх предприятийĕн генеральнăй директорĕн экономикăпа финанс енĕпе ĕçлекен çумĕ Е.Мореплавцев хутшăннă, сăмах каланă. Чăваш халăх поэчĕ В.Тургай патриот темипе хайланă сăввисене хăпартланса вуланă.
Хучел йĕлтĕр
йĕрĕ çинче
Хучел ял тăрăхĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çывхарнине халалласа йĕлтĕрçĕсен уçă ăмăртăвне ирттернĕ. Ăна уçнă чухне хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов сăмах каланă, Чăваш Енĕн тĕрлĕ хулипе районĕнчен, Удмурт Республикипе Ульяновск облаçĕнчен килнĕ 200 яхăн спортсмена ăнăçу суннă.
Малтанах суйласа илмелли чупавсем иртнĕ. Финала улттăн тухнă. Хăйсен ушкăнĕсенче канашсенчен мала В.Кириллов, Р.Сергеев, М.Федорова (Сухайкасси), М.Владимирова тухнă. Призерсен шутĕнче – Д.Иванов, Е.Хрисанов, Н.Дмитриев (Вырăскас Пикших), К.Шулаева, М.Федоровăпа И.Кузьмина тата В.Семенова (виççĕшĕ те Сухайкассинчен), Я.Казакова.
Мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе наградăланă, парнесем панă. 4-мĕш, 5-мĕш тата 6-мĕш вырăнсене йышăннисене те асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă. Вăт çакăн пек савăнăç кÿнĕ çамрăк йĕлтĕрçĕсене хулари "Наши" лавккасен сечĕ. Йĕлтĕрçĕсем шăнса ан пăсăлччăр тесе чей вĕретсе хунă. Кашнинех апат çитернĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.