29 февраля 2012 г.
Шăмат кун Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн актовăй залне Шăхасанта тата кÿршĕ ялсенче пурăнакансем пухăннă. Вĕсем Шупашкартан килнĕ информушкăнпа тĕл пулнă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, "Çут çанталăк ресурсĕсен тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курассин ăслăлăх институчĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Ю.Карпенко, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов республикăн тата районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă, патшалăх пулăшăвĕ наци проекчĕсемпе программисене пурнăçлассинчи ял çыннисене пурнăç условийĕсене лайăхлатни çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă.
Районăн хисеплĕ çын-ни, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне нумай çул ертсе пыракан Н.Андреев хуçалăхăн малашлăх планĕсемпе паллаштарнă. Çак хуçалăх направленийĕпе çĕршывăн аслă вĕренÿ заведенийĕсенче 8 çамрăк пĕлÿ илет. Апла пулсан ял хуçалăх кооперативĕн пуласлăхĕ шанчăклă алăра.
Чăваш Республикин халăх артисчĕ В.Христофоров ертсе пыракан "Янра, юрă!" ансамблĕн концерчĕпе пуçланнă информкун унпах вĕçленнĕ. Çакăн евĕр тĕл пулусем Уçырма, Вăтапуç тата Вăрăмпуç ял тăрăхĕсенче иртнĕ. Информушкăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В. Александров, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов хутшăннă.
А.ТЯМИНА.