АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш халăх писателĕ Николай Терентьев: "Эпĕ чунпа – ял çынни"

24 февраля 2012 г.

Çĕнĕ ярăмра ялсенчи пысăк тавра курăмлă, пурнăç тути-масине лайăх пĕлекен, ăста та хисеплĕ мучисемпе паллаштаратпăр. Ăна йĕркелес кăмăлăмăр иртнĕ çыравра арçынсем, çав вăхăтрах чăвашсен йышĕ чакнипе çыхăннă.

Çак кунсенче Кăшнаруйне – Чăваш халăх писателĕ Николай Терентьев патне – çитсе килтĕмĕр. Паллă драматург ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 87 тултарать. Мăшăрĕпе Мария Ивановнăпа (вăл Трак тăрăхĕнчи Вутлан ялĕнчен) тата хĕрĕпе Еленăпа пурăнать.

– Николай Терентьевич, ялта аван-и;

– 1990 çултанпа эпир кунта. Кăшнаруйне килнĕшĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Эпĕ, тĕрĕссипе, чунпа ял çынни. Хула шăв-шавне килĕштереймерĕм.

– Куна епле ирттеретĕр; Çыратăр-и;

– Шăхале çити чупатăп. Унта çитсе килме – 6 çухрăм. Маларах кунтан 5 çухрăмра вырнаçнă Шуркассинех çитсе килеттĕм. Хушăран йĕлтĕрпе ярăнатăп. Анчах унпа асаплăрах, вăй ытларах кирлĕ. Юр хыратăп. Халĕ темиçе çул каялла хам çырнисене вулама пуçларăм. "Мĕн-ши вăл телей", "Пушар лаши" аса илтĕм. Халĕ пулсан мĕнле хайлаттăм-ши тесе шухăшлатăп.

– Эсир сухал та ÿстеретĕр иккен... Кам вăл сирĕн шухăшăрпа шур сухал;

– Арçын пенси çулне çитиччен шур сухал мар. Сухалĕ шуралнă, пуçĕ кукшаланнă пулсан та. Шур сухал "аксакал" сăмахпа пĕлтерешлĕ. Эпĕ сухалăма сумлăрах курăнас тесе ÿстеретĕп.

– Сирĕн ĕмĕр вăрăм пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре;

– Пурнăçпа мĕнле çыхăнса, çывхарса тăнинчен те килет пулĕ вăл. Ытах та пĕрмаях ахлатса, айлатса ларсан чун хуçăлать, сивĕнсе пырать. Ырă хавхаланăва тытса пыраймастăн вара.

– Ăна тытса пырас тесе эсир мĕн тăватăр;

– Ятарласа нимĕн те тумастăп. Манăн çынсемпе питĕ калаçас килет. Эпĕ хама мухтаса каламастăп, анчах манра усаллăх çук. Ырăлăх, ăшăлăх тапса тăрать.

– Ырă ырăпах таврăнать...

– Таврăнать çеç те мар, çавă тăрса юлать. Чунра юлать те – пурнăçĕ те урăхларах, малашнехи кун-çула тытса пыма çăмăлрах.

– Чăваш Енре 100 çула çитекен арçын питĕ сахал...

– Ун пеккисем, шел те, çук вара. Арçын сахалрах пурăнни хĕрарăм вăйлăрах пулнинчен килет. Философире, историре чăваш хĕрарăмĕ артан хăватлăрах пулнă. Арçынсем кÿренеççĕ мана ун пек каланăшăн. Анчах ку – чăнлăх. Ку вăл арçын начар пулнине пĕлтермест. Шăпа çапла килнĕ. Турă пулăшнипе малашне те çапла пултăрччĕ.

– Турра ĕненетĕр-и;

– Çын умĕнче, чиркÿре мар, ăшра ĕненетĕп.

– Чун киленĕçĕ пур-и;

– Мунча кĕме, çапăнма юрататăп. Çулла пахчара ĕçлетĕп: утă çулатăп, вăрмана çÿретĕп, качакасем валли милĕк хатĕрлетĕп. Виçĕ качака, чăх усратăп. Час-часах Чехова, Достоевские вулатăп.

– Хăвăра телейлĕ теме пултаратăр-и;

– Эпĕ телей мĕнне пĕлместĕп те. Çырнисене пичетлени маншăн телей мар вăл. Хам пĕлменнипех пьеса ятне те "Мĕн-ши вăл телей;" тенĕччĕ. Ман шухăшăмпа, юратни – телей. Юрату туйăмĕ халĕ те сÿнмен. Анчах юрату вăл тĕрлĕ çулта тĕрлĕрен. Пытармастăп: мăшăрăм ăçта та пулсан кайсан час килмесен шырама тухса утатăп.

– Мария Ивановнăпа 50 çул килĕштерсе пурăнатăр. Мĕнле паллашнă эсир;

– Тĕп хулари "Спартак" стадионра конькипе ярăнма юрататтăм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра биологипе хими факультетĕнче вĕренекен палланă пĕр студенткăпа ярăнаттăмăр. Пĕррехинче вăл пăр çине хваттерте пĕрле пурăнакан тантăшне ертсе пычĕ. "Марийăна та ярăнма вĕрентер-ха", – терĕ. Пики, чиперскер, мана тÿрех кăмăла кайрĕ. Кăштах вĕренкеленĕ хыççăн çаврăнмалли вырăнта ÿкенçи турăм та: "Ай, сана та капла ÿкеретĕп-çке тесе ыталарăм та чăпăрт чуп туса илтĕм", – Ай-яй, эсĕ мĕн хăтланатăн;" – сехĕрленсе ÿкрĕ вăл. Çавăнтанпа туслашрăмăр. Виçĕ çул çÿресен пĕрлешрĕмĕр. Çемье чăмăртасан та чылай çул пĕрле конькипе ярăнтăмăр. Ачасене те стадиона пĕрле илсе каяттăмăр. Вĕсем çунашкапа ярăнатчĕç, эпир пăр çийĕн "эрешсем тăваттăмăр".

Маруçпа (мăшăрне Мария Ивановнăна çапла чĕнет вăл. – Авт.) тăватă ача – икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстертĕмĕр. Иккĕшĕ Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнаççĕ. Икĕ çул каялла ывăлăм Илюш вăхăтсăр çĕре кĕни хуçса хăварчĕ пире.

– Эсир счетоводра та, учительте те, Чăваш драма театрĕн артисчĕ те, литература пайĕн заведующийĕнче те вăй хунă. Калăр-ха, ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ;

– Писатель пулма ĕмĕтленмен. (Кулать). Учитель профессийĕ пирки шухăшланă. Эпĕ улттăрах шкула кайнă. Пире питĕ хитре, çамрăк учительница вĕрентетчĕ. Эпир, арçын ачасем, Евдокия Леонтьевнăна юратса пăрахнăччĕ. Пĕрре вăл туалета кайнине куртăм та: "Çак хитре хĕр те унта çÿрет-им", – тесе хытах тĕлĕнтĕм...

Манăн чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ паракан пулас килетчĕ. Шел, мĕн пурĕ те 6 çул кăна вĕрентейрĕм. Лайăхчĕ учитель ĕçĕ, юрататтăмччĕ ăна. Халĕ Кăшнаруйĕнче шкул та çук. Ялта ачапча та сахал. Ман шухăшăмпа ялта – пĕр ача юлсан та пĕлÿ çуртне хупмалла мар. Шкул çук тăк ял пĕтет.

– Николай Терентьевич, театрсăр тунсăхламастăр-и;

– Тунсăхламасăр, питĕ каяс килет театра. Манăн пьесăсемпе лартнă спектакльсенче чи малтанхи рольсене вылянă Нина Яковлевăна, Нина Григорьевăна курас килет. Юлашки хут театрта икĕ çул каялла – хам 85 çул тултарас умĕн пулнăччĕ. Халĕ радиопа паракан, телекуравпа "Культура" каналпа кăтартакан чăваш спектаклĕсене пăхса йăпанатăп. Нумаях пулмасть "Куккук çаплах авăтать" спектакле итлесе хĕпĕртерĕм. "Хамсăрах кăштах пырать-ха манăн искусствăри пурнăçăм", – тесе шухăшларăм.

– Эсир чылай роль калăпланă. Çапах та хăшĕ уйрăмах асра;

– Эпĕ тĕп рольсене вылянă. Осиповăн "Айтарĕнче" – Сентиере, Ржановăн "Энтипĕнче" Ахмара калăпланă. Пĕрре – кулак, тепре юратса пăрахнă каччă ролĕсене выляттăм. Вера Кузьминапа, Тая Еруслановăпа сцена çине тухаттăм. Айтарпа Ахмар – чи асра юлнисем.

– Çыншăн хăй çырнă кашни хайлав хаклă...

– "Мĕн-ши вăл телей;" – чи хакли, ăшран тухни. "Куккук çаплах авăтать" тата "Пушар лашине" те асăнам. "Пушар лаши" – пенсие тухнă ватăсем пĕр-пĕрне юратса пăрахни çинчен. Сăмах май, пурнăçран илнĕ сăнарсем вĕсем.

– Аçăрпа аннĕр сирĕн пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртетчĕç-и;

– 1937 çулта, эпĕ вун пĕрте чухне, аттене тытса кайрĕç. Анне 5 ачапа юлчĕ. Атте вăл вăхăтра Канашри вакун юсакан заводра ĕçленĕ. Самана пирки калаçкалама юратнă... Вунă çул иртсен атте Магаданран янă çырăва илтĕм. Унта вăл таврăнасси пирки пĕлтернĕччĕ. Канаша кĕтсе илме кайрăм та – атте мана палламасть...

Атте кăштах кулянчĕ эпĕ артист пулнăшăн. Артист – камитçĕ-çке-ха вăл. "Эпĕ писатель пулатăп", – тесен çеç кăштах лăпланчĕ. Эпĕ ун чухне "Ĕлĕкрен туслисем" пьеса çырнăччĕ ĕнтĕ. Аннен, Хветуран, пурнăçĕ питĕ асаплă иртрĕ. Театр, артист пурнăçне ăнланман та вăл. Тĕрĕссипе, унта çÿреме вăхăчĕ те пулман.

– Çыравçă хисепре-и паян;

– Ялта Хĕвел тухăç урамне Терентьев ятне парасшăнччĕ. Хирĕçлерĕм: çын пурăннă чухне унăн ятне пани килĕшÿсĕр терĕм. Пĕрре Çамрăксен театрĕн артисчĕсем килсе кайнăччĕ. Чурачăк шкулне тĕл пулăва чĕннĕччĕ.

– Театра, паянхи драматургие епле хаклатăр;

– Осипов, Кошкинский çырнисем маншăн ун чухне те, халĕ те – классика.Паянхи драматургсен те шухăшлавлă пьесăсем пур. Шел те, кулăш туйăмĕпе çырма пĕлейместпĕр... Чăваш театрĕ чăн та аталаннă. Вăл аталанмасăр пурăнаймасть. Шел, çамрăксен театрĕн хăйсен çурчĕ пулаймарĕ.

– Мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăр;

– Арăм ытла аякка ан кайтăрччĕ, часрах таврăнтăрччĕ тетĕп. (Кулать). Пьесăсен пуххине кăларасчĕ... Тĕллев пулаймарĕ ĕнтĕ вăл, ĕмĕтĕмре çеç юлать-тĕр... Çырнисен пуххин 1-мĕш томĕ 1995 çулта çапăнса тухнăччĕ. Манăн 10 ытла пьеса пач пичетленмен. Пĕр-ик хутчен кĕрсе тухрăм кĕнеке издательствине. "Николай Терентьевич, укçа кирлĕ", – теççĕ. Тен, эпĕ вĕсен йĕрки-куркине ăнланса пĕтерейместĕп. Ĕлĕк Мускаври "Советский писатель" пьесăсемшĕн пире хамăра гонорар тÿленĕ...

– Укçаллисем темĕнле кĕнеке те кăлараççĕ паян...

– Ытах та малашне те кĕнекесене çакнашкалах пичетлесе пырсан илемлĕ литература пĕтме те пултарать. Халĕ ытларах чĕлхе туйăмĕсĕр "шĕвĕр" çынсем "шăтарса" тухаççĕ. Мĕншĕн кăлараççĕ-ши вĕсем çав кĕнекесене; Кăштах авторитет тăвасшăн-ши;

– Николай Терентьевич, пурнăç çулне тепĕр хут утса тухма май килнĕ тĕк çав йĕрех суйлăттăр-и;

– Çак çулпах утăттăм. Литература анинех сухалăттăм, искусство çынниех пулăттăм.

– Кăсăклă калаçушăн тавах сире. Çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл сунатпăр.

– Хăвăра тав манманшăн, тепре хăçан килетĕр ĕнтĕ;..

Р.ВЛАСОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика