24 февраля 2012 г.
Сывлăх – этем пурнăçĕнчи чи хаклă пуянлăх. Пирĕншĕн, ватă çынсемшĕн пурлăх мар, сывлăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх теми те паян чи çивĕччисенчен пĕри шутланать.
Эпир, çамрăкки те, ватти те, врачсем патĕнче сывлăха тĕрĕслеттеретпĕр. Вĕсем пире лайăх йышăнаççĕ, кăмăллăн калаçаççĕ, чир-чĕр сăлтавне тупса палăртсан сипленме эмелсем çырса параççĕ. Ку, паллах, пире тивĕçтерет.
Çăмăллăхпа (льготăпа) паракан эмеле Шăхасанти çÿлти аптекăна, районăн тĕп больницин стационар çурчĕсем вырнаçнă районта, кайса илмелле. Поликлиникăран çав аптека хушши 800 метр. Ватăсене, инвалидсене аптекăна çуран кайса килме çăмăл мар. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра. Çулсем пăрлак. Ват шăм-шак ахаль те çаврăнăçуллах мар та, ÿксе аманасран хăрушă.
Çавăнпа та эпĕ хамăн шухăша палăртас тетĕп. Льготăпа паракан эмелсене поликлиникăри аптекăсенчех сутмалла тума май çук-ши; Çак ыйтăва татса парсан питĕ аван пулĕччĕ.
Г. БЕЛОВ.