24 февраля 2012 г.
"Зигзаг удачи" кинона аса илер-ха. "Вăрланă, ĕçнĕ, тĕрмене лекнĕ, вăрланă, ĕçнĕ, тĕрмене лекнĕ! Романтика мар-и;
Паян та çавăн евĕрлĕрех, анчах чылай хăрушăрах. Ĕçнĕ, пирус туртнă, çывăрса кайнă... çунса вилнĕ. Пĕччен кăна мар-ха, эрех кĕленчине пушатма пулăшаканĕ те унпа пĕрлех çапла майпа пурнăçран уйрăлнă. Шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ.
2012 çул пуçланнăранпа Канаш хулипе районĕнче пушарта пилĕк çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (вĕсенчен виççĕшĕн ÿсĕрле пирус туртнипе).
Акă, февралĕн 4-мĕшĕнче Пĕршенер ялĕнче 1971 çулта çуралнă Л хуçалăхĕнче вут-кăвар алхаснă. Пушарта икĕ çын çунса вилнĕ, пурăнмалли çурт, килти мĕн пур пурлăх кĕлпе вĕçнĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан, февралĕн 7-мĕшĕнче, Аслă мами ялĕнче 1933 çулта çуралнă Д пенсионер хуçалăхĕнче те "хĕрлĕ автан авăтнă". Пирус туртнă чухне асăрханусăр тата тимсĕр пулнипе пушарта хĕрарăмпа арçыннăн пурнăçĕ пĕтнĕ. Кил-çурт, хуралтăсем, пурлăх пĕтĕмпех тĕп пулнă.
Çулталăк пуçланнăранпа 16 (пĕлтĕр – 6) хутчен пушар тухнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 166,6 проц. ытларах. 942 пин тенкĕлĕх пурлăх (2011 çулта – 355 пин тенкĕлĕх) кĕл пулса тăнă. 15 пушар уйрăм çын пурăнакан хуçалăхра алхаснă, пĕри – транспортра. Пĕлтĕр çулталăк хушшинче пушарта 10 çын вилнĕ пулсан, кăçал уйăх çурăра кăна пилĕк çын ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă.
Капла мĕн патне çитетпĕр-ха эпир;! Çынсе-е-е-м, пушар хăрушсăрлăх правилисене, тархасшăн, пăхăнăр-ха. Вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр! Хăвăрăн пурнăçăра (вăл ахаль те ытла та кĕске-çке!) мĕншĕн упрама тăрăшмастăр. Пурлăх пухассишĕн хăвăрăнах мĕн чухлĕ тар тăкма тивнине мĕншĕн шута илместĕр; Вут-кăвар нимсĕр тăратса хăварнине пурте лайăх пĕлсе тăратпăр, анчах çакна асра тытмастпăр.
Инкек сиксе тухсан пĕр тăхтаса тăмасăр "01" телефонпа шăнкăравлăр, хăвăрăн адресăра тĕрĕс тата уçăмлăн пĕлтерĕр, капла пушарнăйсем сирĕн патăра хăвăртрах çитме пултараççĕ.
Л.ШАРОНИНА,
инженер.