АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем тĕл пулчĕç

24 февраля 2012 г.

Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексне Афганистанри тата Чечняри событисене, ытти вĕри точкăсене хутшăннисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Вăл волейбол площадкинче пуçланчĕ. Икĕ командăна пайланса мечĕке каллĕ-маллĕ çетка çийĕн "вĕçтерчĕç". Ыттисем вĕсене вăйă хĕрÿлĕхне ÿстерсе пыма хавхалантарса тăчĕç. Халăхра калашле, тĕлпулу туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов характерĕсене çапăçусенче çирĕплетнĕ арçынсене икĕ рете тăма команда пачĕ. Вăл тĕлпулăва килнĕ район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова мероприятие пуçлама хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Владислав Васильевич Раççей аталанăвĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăрсем, çĕршыва ертсе пыракансен юнлă вăрçăсене чарса лартассинчи вырăнĕ çинчен каласа пачĕ, Канаш çĕрĕн паттăрĕсене аса илчĕ, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Пĕлтĕр Ухман ялĕнче республикăра пуçласа Чечняра пуçĕсене хунисене асăнса палăк уçнă. Абхазири тăнăçлăха хÿтĕлесе пурнăçран уйрăлнă Чакаç каччине В.Обаськина, Чечняран таврăнайман Энтрияль çамрăкне В.Павлова, Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ, çĕршывăн кăнтăр чиккине сыхланă чухне пуçне хунă Р.Желудкина асăнса çăмăл атлетсен, хоккеистсен, пăшалтан перекенсен турнирне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хутшăнусене çирĕплетес тесе тĕл пулусем, аса илÿсен каçĕсем тăтăшах ирттересчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, больницăн тĕп врачĕ Р.Федорова, республикăри çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник, Афганистан ветеранĕсен обществăлла пĕрлĕхĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ В.Михайлова уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç, Афганистан, Чечня вăрçине хутшăннисене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕç, суйлава активлă хутшăнма, тивĕçлĕ кандидатшăн сасăлама ыйтрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика