АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе пленум иртрĕ

24 февраля 2012 г.

Районта ветерансен канашне йĕркеленĕренпе 25 çул çитрĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ М.Ложкина пулнă, çирĕм çула яхăн Е.Роштов ертсе пынă, часах вăл хăй 89 çул тултарнине паллă тăвĕ, халĕ канаш пуçĕнче – М.Данилова. Юбилей ячĕпе ирттернĕ пленум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хутшăнчĕ, ватăсене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тата тата çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсен ячĕпе саламларĕ, районăн иртни çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кăçал татса памалли задачăсем çинче чарăнса тăчĕ.

Юлашки вăхăтра ялта пурнăç условийĕсем лайăхланчĕç, хуларипе çывăхланчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Патшалăх ветерансене тимлĕх уйăрсах тăрать. Шкулсенче тимуровецсен отрячĕсене йĕркелесси çĕнĕрен вăй иле пуçларĕ. Халĕ вĕсене волонтерсен юхăмĕ теççĕ. Пĕччен пурăнакан ватта лавккаран çăкăр илсе килсе парсан та пысăк ĕç туса пулăшнăн туйăнать, тав сăмахне пĕр вĕçĕм калать вăл. Унпа калаçни унăн тунсăхне сирсе ярать, вăхăтлăха та пулин пĕчченлĕх серепинчен хăпма май парать.

Пленума килнисенчен 50-шĕ килĕсене "Чăваш Республикин хисеплĕ ветеранĕ" ята çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕсемпе тулли кăмăлпа тухса утрĕç. Чылайăшĕ савăнăç куççульне пытараймарĕ – нумай кирлĕ-и ватă çынна! Унччен çак ята 187 пенсионера панăччĕ. Тăваттăн, вăрçа хутшăннисем тата салтак арăмĕсем, хваттер е çурт туянма укçа уйăрнине пĕлтерекен документ илчĕç. Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Барамышникова районти ветерансен канашĕн председательне М.Даниловăна пенси фончĕпе çирĕп çыхăну тытнăшăн тата ветерансен канашне туса хунăранпа 25 çул çитнĕ ятпа Тав çырăвĕ пачĕ. Обществăлла ĕçре активлă пулнăшăн Уçырма, Вăтапуç, Шăхасан ял тăрăхĕсенчи ветерансен пуçламăш организацийĕсене ертсе пыракан Н.Сергеевăна, Н.Шемякинăна, З.Александровăна Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Пленум сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе тата В.Дмитриев ертсе пыракан "Шуçăм" фольклор ансамблĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика